Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ăшă вите, апат пулсан хĕл хăратмĕ выльăха

Ăшă вите, апат пулсан хĕл хăратмĕ выльăха

Хуçалăх кассине паян укçа кĕртекен çăл куçсенчен пĕри _ сĕт. Ял хуçалăх предпрятийĕсенче, фермер хуçалăхĕсечне çакна ăнланса илсе выльăх-чĕрлĕх отрасльне тимлĕх ытларах уйăрма пуçларĕç. Шăпах çакăн пек пĕтĕмлетỹ турĕç фермăсене хĕле мĕнле хатĕрленине пăхса çỹренĕ комисси членĕсем _ район администрацийĕн ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн специалисчĕ В. Фролова, районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцинчи И. Багманов ветеринари врачĕ. Паллах, çитменлĕхсем те, туса çитеременнисем те пур, анчах вĕсене пĕтерме тăрăшни сисĕнет. Çакă вара савăнтарать.

"Корма" агрофирмăра ĕне-выльăх тăракан вите кивĕ. Саплăклă пулсан та япала таса пултăр, теççĕ вĕт. Хуçалăхра та çаплах шутлаççĕ. Кунта шыв пăрăхĕсене çĕнетнĕ, урайĕнчи çĕрнĕ хăмасене улăштарнă. Çывăх кунсенчех стенасене дезинфекцилесе шуратма палăртаççĕ. "Родина" ял хуçалăх производство кооперативĕнче те ку ĕçе туса ирттермен-ха, анчах вĕсем те выльăхсене чир-чĕртен сыхлас тĕллевпе ятарлă бригадăна чĕнсех витене тирпейлеттересшĕн. Сăмах май, кунта хуралтăна 1973 çултах тунă, анчах таса пулнăран кĕрсе тухма кăмăллă.

Фермерсем хăйсем суйласа илнĕ ĕçе чунтан пурнăçланине курса пĕр тĕлĕнмелли, пĕр савăнмалли çеç юлать. Нумайăшĕ чунне парса вăй хурать. Кзыл Камышри Ф. Бурганов вăкăрсем самăртать. Паяна унăн 19 пуç выльăх. Вĕсене валли апат çителĕклĕ хатĕрленĕ. 2012 çулта вăл фермер ĕçне пуçăнакансене паракан гранта тивĕçнĕччĕ, унпа вите тунă, выльăх туяннă. Малашне йыша тата пысăклатас тесе тăрăшать. Кзыл Чишмари Ф. Замалетдиновăн та тăрăшулăхĕ пысăк. Çамрăк фермерăн 21 пуç ĕне-выльăх, унтан сăваканни 10. Вăл та хĕле тĕплĕ хатĕрленнĕ.

Кивĕ Ахпỹртри И. Каргина фермер хуçалăхĕн ĕне вити аякранах шап-шурă курăнать. Ятарлă бригада стенасене тултан сăрланă, халь тăрăшсах шалтан çĕнĕ сăн кĕртет. Маларах дезинфекциленĕ.

_ Выльăх тăракан хуралтăра такăнса ỹкмелле услови пулсан йĕрке пирки шухăшламалли те çук, _ терĕ Именкассинчи В. Кириллов фермер. Вăкăрсем тăракан витере чăнах та тап-таса. Ниçта та пĕр ытлашши япала выртмасть. Хуçа тирпейлĕ пулни тỹрех куçа курăнать. Выльăх йышлă усракан И. Шарафутдинов, Р. Чемеров, Р. Хамзин пирки те лайăххине кăна асăнса хăвармалла. Вĕсем пек çынсем районта нумайрах пулсан тем пекехчĕ...

"Тойсинская" агрофирмăра ферма территорине ют çын тата выльăх ан кĕтĕр тесе карта тытнă. Витесене дезинфекцилесе шуратнă. Хуçалăхра 41 пуç ĕне-выльăх, унтан сăваканни 37. Г. Рубцов ертỹçĕ сухан-çевок кăçал ăнса пулнине, ăна сутнă хыççăн йыша пысăклатма тĕллев лартнине пĕлтерчĕ. "Звезда" ЯХПК-ра вара çывăх вăхăтрах Элĕкрен 20 пушмак илсе килмелле. Вĕсене усрамалли витене юсанă, сăрланă. Ыттисене те уйăрса хăварман. 6-12 уйăхчен тăракан пăрусен хуралтин пĕр енчи урайне улăштарнă, халь тепринне пикеннĕ. Унччен сыснасем тăнă витене реконструкциленĕ. Выльăхсене кăкармалли сăнчăрсем çук тата хăш-пĕр вак-тĕвек ĕçсем тăрса юлнă. Лейкозлă ĕнесен шутне чакарас тата чирлисене сыввисемпе хутшăнтарас мар тĕллевпе унта яма палăртнă.

"Красное знамя", "Батыревский" хуçалăхсенчи çĕнĕ фермăсене кĕрсен чăнах та чĕре хĕпĕртет. Иккĕшĕ те районта йышлă выльăх тытаканнисен шутĕнче. Сăмах май, çакна та палăртса хăварас килет, П. Никифоров тата П. Ялуков ертỹçĕсене ферма территоринче час-часах курма пулать. Çавăнпах ĕнтĕ кунта выльăх-чĕрлĕх отраслĕ лайăх аталанса пырать. "Исток" агрофирма пирки те çакнах каламалла. Иртнĕ çулхи декабрĕн юлашки кунĕсенче хута янă витере тĕлĕнмелли те, курмалли те нумай. Ĕçе йăлтах автоматизациленĕ. Кашни ĕнен мăйкăчĕ çинче чип пур, шăпах ун урлă компьютерта выльăх миçе килограмм сĕт пани, хăçан йăхни курăнать. Сĕте сăвакан хатĕр лейкозпа чирлĕ тата пăрламалли вăхăт çитсе пыракан ĕнен çиллине "палламасть". Вăт техника ăçта çитнĕ!

Кашни хуçалăхран мĕнле те пулин тĕслĕх илмелли пур. Нăрваш Шăхалĕнчи "Труд" кооперативăн ферма территорийĕ яланах таса. Çум курăксене хăш-пĕр çĕрти пек ашкăнтарамаççĕ. Выльăхсене валли эмел курăкĕсем çуллен типĕтсе хураççĕ. Витесенче санитари кунĕсем те ирттереççĕ.

Шел пулин те, пур хуçалăхра та хĕле хатĕрленме пуçăнман-ха. Çĕньялти А. Денисов фермер хуçалăхĕнче нимĕнле улшăну та çук. Утти-улăмне янтăланă, анчах ытти ĕçсене пуçăнман. "Первомайск" ЯХПК-ра, "Малалла" эртельте çывăх вăхăтра витесене юсама пуçăнассине каларĕç. "Булинсая" агрофирмăн витине пысăк çăра хуралланă май, кĕрсе кураймарăмăр.

Комисси икĕ кунта 13 ял хуçалăх предприятийĕнче тата 17 фермер хуçалăхĕнче пулчĕ.



24 августа 2016
16:11
Поделиться