Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Илемписемпе Сенттисен пултарулăхĕ

Илемписемпе Сенттисен пултарулăхĕ

        Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулта Светлана Никитина тата Ирина Матюшкина вĕрентекенсем йĕркеленипе «Илемпипе Сентти» пултарулăх конкурсĕ иртрĕ. 5-7 класри виçĕ мăшăр илемлетрĕ ăна. 8 класри Ольга Гордеева ертсе пычĕ.

    Чи малтан Илемписемпе Сенттисем хăйсемпе паллаштарчĕç. 5 класри Катя Матвеева тата Гордей Гордеев питĕ маттур пулнине пĕлтĕмĕр. 6 класри Настя Соколова тата Семен Спринсян та çав тери тăрăшуллă та ĕçчен. 7 класри Лида Храмовăпа Илья Киданова та итлеме кăмăллă пулчĕ, ку конкурсра вĕсем ытларах балл пухрĕç. Апат-çимĕс янтăлама та ăста иккен ачасем, юрра-ташша та юратаççĕ, ашшĕ-амăшне те пулăшаççĕ, спортпа та туслă…

     Иккĕмĕш конкурс вара «Сала кайăк ташши мар, чăваш ачин ташши…» ятпа иртрĕ.

Такмак каласа чăвашла кĕвĕ çеммипе çав тери хитре ташларĕс мăшăрсем, чи лайăххине палăртма та çăмăлах пулмарĕ.

     «Ăс-хакăла ачаран туптаççĕ» конкурсра мăшăрсем чăваш чĕлхипе тата литературипе, тăван ен культурипе çыхăннă ыйтусем çине хуравларĕç. Вĕренÿре те хастар Илемписемпе Сенттисем конвертран хăйсем кăларнă ыйтусенчен чылайăшне пĕлчĕç.

       Юлашки вăхăтра ачасен урамри вăййисем курăнми пулчĕç. Ачи те сахал, вăййисем те урăхла вĕсен. Çавна шута илсе кашни мăшăр «Атьăр вăйă выляр-и?» конкурса хутшăнса курма пынă ачасене урамри чăваш вăййисене выляттарчĕ. 5 тата 7 классен «Çĕр, шыв, кăвар, сывлăш» вăййипе çĕрĕ памалла выляни хаваслăрах, кăсăклăрах пулса тухрĕ.

   «Ÿркенмен ăста пулнă»,- теççĕ ваттисем. Пиллĕкмĕш конкурс вара шăпах çакăн ятпа иртрĕ. Конкурссантсен панă материалсенчен хальхи модăпа çĕленĕ е ĕлĕкхи чăваш кĕпин ĕлкине тума тиврĕ. Хăйсен ĕçĕсене хÿтĕленĕ чухне çав кĕпене ăçта тăхăнсан килĕшÿллĕ пулни çинчен те каласа хăварчĕç. 5 класс модельерĕсем –Катьăпа Гордей – чи ăста пулнине палăртрĕç тÿресем.

       Юлашки «Тапса тăрать талант çăл куçĕ» конкурс вара пирĕн шкул ачисем чăннипех те пултаруллă пулнине кăтартса пачĕ. Катьăпа Гордей «Чăваш ен» сăвва шăрантарчĕç. Настьăпа Семен А.Кăлканăн «Хăравçă мулкач» юптарăвне артистсенчен кая мар вуларĕç. Лида «Савăнар чун- чĕререн» юрăпа тыткăнларĕ. Илья Петĕр Хусанкайăн «Самах хăвачĕ» сăввипе савăнтарчĕ.

       «Илемпипе Сентти – 2016» чыслă ята 7 класри Лида Храмовăпа Илья Киданов çĕнсе илчĕç. «Савăнатăп хам чăваш пулнишĕн!» тени конкурс тăршшĕпех сисĕнсе тăчĕ.

         Конкурссем хушшинче 5-8 класра вĕренекенсем Чăваш енри ĕс çыннин çулталăкне халалланă сценкăсем лартса пачĕç. Кунта 7-8 классем маттуртарах пулчĕç. Пурте ĕç çынна илем кÿнине, хамăра тăрантарнине, ĕçлекене хисеплемеллине çирĕплетсе пачĕç.

         Чи юлашкинчен пĕтĕм зал ура çине тăрса халăх сăмахлăхĕнчи пил сăмахĕсене итлерĕ. Унта – ытарайми чĕлхене , йăла-йĕркесене упрама чĕнни те, ырлăх-сывлăх сунни те…пулчĕ.



06 мая 2016
08:38
Поделиться