Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Сăкăт шкулĕнче «Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентессин çивĕч ыйтăвĕсем» семинар иртрĕ

Раштавăн 4-мĕшĕнче Сăкăтри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта «Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентессин çивĕч ыйтăвĕсем» темăпа филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, Сăкăт ялĕнче çуралса ÿснĕ Петр Николаевич Метин профессор (20.02.1949 – 8.11.2014 çç.) асăмне халалланă ăслăлăхпа практика семинарĕ иртрĕ.

   Семинара И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш чĕлхипе литературин кафедрин доценчĕсем Осипов Николай Николаевичпа  Скворцова Ольга Владимировна тата И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн культурологи профессорĕ Ермакова Галина Алексеевна, Патăрьел районĕнчи шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем  хутшăнчĕç.

   Тĕл пулăва пухăннисем чи малтанах Сăкăт масарĕнче канлĕх тупнă Метин Петр Николаевич вил тăприне çитсе пуç тайрĕç, чечек çыххи хучĕç.  Ĕçтешĕсем Петр Николаевича ырă сăмахсемпе асăнчĕç, канлĕ вырăн сунчĕç.

   Семинар малалла Сăкăт вăтам шкулĕнче иртрĕ. Районти вĕрентÿ пайĕн информаципе методика центрĕн методисчĕ Елена Перепелкина семинара уçнă май чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, Петр Николаевичăн тĕпчев  ĕçĕсене, вăл кăларнă кĕнекесемпе вĕрентекенсем хăйсен кулленхи вĕрентÿ ĕçĕнче усă курнине çирĕплетрĕ.

   Сăкăт вăтам шкулĕнчех учительте ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă Прохоров Федор Петрович хăйĕнпе пĕрле вĕреннĕ Петр Николаевич Метин çинчен ăшă кăмăлпа аса илчĕ. Çавăн пекех ку шкултах историпе обществознани предмечĕсене ертсе пыракан Пирогов Анатолий Николаевич, районти «Авангард» хаçатăн тĕп редактор çумĕ Мазякова Нина Васильевна аса илĕвĕсене те итлеме кăмăллă пулчĕ.

   Çак шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Надежда Климентьевна Тинюковăпа Анюрова Елена Валерьевна хăйсен ентешне, вĕрентекенне, профессора халалласа вĕренекенсемпе пĕрле стена хаçачĕсем, буклет, презентацисем хатĕрленĕ.

   Семинар пуриншĕн те усăллă иртрĕ. Тĕл пулăва  хутшăнакансем Петр Николаевич Метин профессор пурăннă çурт çине çывăх вăхăтра асăну хăми вырнаçтарасси çинчен ыйту кăларчĕç. 

   Шупашкартан килнĕ хăнасем, районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем семинара ирттерсе яма пулăшнăшăн шкул директорне Анатолий Падусева, вĕренÿ енĕпе ĕçлекен директорăн çумне Антонина Глуховăна, Елена Анюровăпа Надежда Тинюкова вĕрентекенсене тав тăваççĕ, ĕçре çитĕнÿсем сунаççĕ.



05 декабря 2014
09:21
Поделиться