Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » АПК ветеранĕсем паян та хастар

15:49 07 июля 2017 г.

 Районти Агропромышленность комплексĕн ветеранĕсен канашĕн членĕсем час-часах пухăнса ларусем ирттереççĕ. Утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче те вĕсем Патăрьелĕнчи бизнес-инкубаторта çавра сĕтел хушшине пухăнчĕç. Хальхинче унта район администраци пуçлăхĕ Р.Селиванов тата унăн çумĕ, ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Л.Кузнецов хутшăнчĕç. Рудольф Васильевич республикăри агропромышленность комплексĕн ветеранĕсен канашне йĕркеленĕренпе 5 çул çитнĕ ятпа саламланă май, аслă çултисем малашне те çамрăксене усăллă сĕнỹсемпе пулăшса пырасса шаннине тата вĕсенчен вĕренмелли нумаййине пĕлтерчĕ. Унтан Юхмапа Пăла тăрăхĕн аталăнăвĕпе, çулталăк пуçланнăранпа тунă тата палăртнă ĕçсемпе паллаштарчĕ. Çичĕ Ялти пĕрер урамри çула вак чулпа, иккĕшне асфальтпа сарассине, "Çĕрпÿ-Ульяновск-Яманчỹрель" трассăна тирпейлессине, Çĕньялти клубра юсав пынине, 16 инвестици проектне хута ямаллине тата ыттине те каларĕ. Рудольф Васильевичăн докладне кашнийĕ тимлĕн итлесе ларчĕ. Район экономики тĕрекленсе пыни, тĕллевсем пысăкки пурне те хавхалантарчĕ, çав вăхăтрах ыйтусем те çителĕклех пулчĕç.

- Сĕт-çу заводне тепĕр хут ĕçлеттерсе яма май çук-ши? - пăшăрханăвĕсене пытараймасăр интересленчĕç ветерансем. Район администраци ертỹçи ку проблемăна татса парассипе ĕçленине, малашне тирпейлекен промышленноçа аталантарассипе çине тăрса вăй хурассине пĕлтерчĕ.

АПК ветеранĕсен районти канашĕн председателĕн çумĕ Т.Шакуров Çĕрпỹре иртнĕ "Уй кунĕ-2017" курава тата республикăри АПК ветеранĕсен союзне йĕркеленĕренпе 5 çул çитнине халалласа йĕркеленĕ канашлăва хутшăнни пирки кĕскен каласа пачĕ.

Хальхи вăхăтра ял хуçалăх предприятийĕсенче, фермер хуçалăхĕсенче выльăх апатне хатĕрлесси еплерех пыни, усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе тунă ĕçсем тата ытти те ветерансене кăсăклантарать, çавна май район администраци пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Л.Кузнецов сăмах илчĕ. Вăл пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пĕлтĕрхинчен пин гектар ытларах акнине, çакă усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртме пуçăннипе çыхăннине каларĕ. Сăмах май, иртнĕ çул 1200 гектар хутшăннă, кăçалтан тата 1300 гектарта культурăллă ỹсен-тăран çитĕнтерме пуçăнмалла. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче те кăтартусем аван. Аш-какай туса илесси - 3, сĕт сăвасси 8 процент ỹснĕ. Сăвăм уйрăмах "Исток", "Батыревский", "Красное знамя", "Звезда" хуçалăхсенче пысăк.

Икĕ алла усса ларма юратман ветерансем районăн 90 çулхи юбилейне тивĕçлĕ шайра ирттересси тата ытти пирки те калаçрĕç. Республикăри агропромышленность комплексĕнче чылай çул вăй хурса тĕрлĕ наградăна тивĕçнисене хисеплесе кăларнă энциклопедин пĕрремĕш томĕпе паллашрĕç. Сумлă кĕнекене районти 139 çын кĕнĕ.

Мероприяти вĕçленнĕ май районти АПК ветеранĕсен канашĕн председателĕ М.Хафизов район администраципе тачă çыхăнса, пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса ĕçленине каларĕ.

АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики Чувашии

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика