Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Республика кунне хаклаççĕ

08:39 24 июня 2017 г.

Алевтина Михайлова, «Евгения» ташă ушкăнĕн ертỹçи:

-Республикăра пурăнакан нумай нациллĕ халăхăмăрăн тĕп уявне эпир те районти сцена ăстисен коллективĕсемпе пĕрле «Евгения» ташă ушкăнĕпе хутшăнтăмăр. Сăмах май каласан, район чыс-сумне хỹтĕлес тĕлĕшпе эпир Республика кунĕн тĕп сцени çинче пĕрремĕш хут мар. Кашнинчех пысăк хавхаланупа, мăнаçланса таврăнатпăр. Кỹршĕ республика, ытти аякран килнĕ хăнасен пултарулăхне курни те питĕ савăнтарать, малалла тата та тăрăшарах ĕçлеме вăй парать.

Хальхинче эпир сцена çинче пиллĕкмĕш класран вĕренсе тухнă ачасемпе «Савăнса» («Радуясь») чăваш халăх ташшипе куракансене уяв ячĕпе саламларăмăр. Проект ăнăçлă пулса тухрĕ темелле. Çакă куракансем пире тăвăллăн алă çутса хакланинчен те сисĕнчĕ.

Патăрьел районĕ яланах çакнашкал мероприятисене хастар хутшăнать. Пирĕн коллективсăр пуçне кăçалхи уявра Сăкăтри вăтам шкулти «Нотки» (ертỹçи Т. Толстова) ташă ушкăнĕ те сцена илемĕ пулчĕ. Аякран та çывăхран килнĕ хăнасем кăмăллă савăнни уяв программи пуян та анлă содержаниллĕ пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕ.

 

Хаклав

Константин Углев, Туçа ял тăрăх пуçлăхĕ:

- Кăçалхи Республика кунĕ Туçа ял тăрăхĕшĕн, уйрăмах Кивĕ Ахпỹртсемшĕн, нумайлăха асра юлĕ. Чăваш çĕршывĕ хăй халăхĕн пĕрлехи уявне паллă тума хатĕреннĕ кунсенче çак ялта тахçанах ĕмĕтленнĕ çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ хута кайрĕ. Пирĕн пĕрлехи савăнăçа пайлама ял халăхĕ çеç мар, тавра ялсем те пуçтарăнчĕç. Шанас килет, çĕнĕ ФАПра тăрăшакан медицина ĕçченĕсем çамрăксемпе ватăсен сывлăхне упрас, сыхлас, тĕрлĕрен чир-чĕртен профиактика тăвас, сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас тĕлĕшпе пысăк витĕм кỹрĕ.

 

АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики Чувашии

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика