Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Флюорографи тăма ан ÿркенĕр

Мартăн 24-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери туберкулезпа кĕрешмелли кун. Çавна май информаци кампанийĕ асăннă чирпе кĕрешесси пирки тĕплĕнрех пĕлтерет. Ун тĕллевĕ - туберкулезпа кĕрешес ĕçĕн ыйтăвне обществăра сарасси, çынсене чир тата профилактика мерисем çинчен пĕлтересси. Çак куна та ахальтен палăртман, мĕншĕн тесен 130 çул каялла Роберт Кох чире пуçарса яракан бактерие - микобактерие уçнă.

Туберкулез чирĕн паллисем тĕрлĕрен пулма пултараççĕ: вĕсем чир епле аталаннинчен, ун форминчен, çын организмĕнчен килеççĕ.

Туберкулез чирне çак паллăсенчен пĕлме пулать: чирлĕ çын питĕ ывăнать, хавшать (ирхине те), ĕçлес туртăм пĕтет, апат анми пулать. Туберкулезпа чирлекен çын начарланса каять. Унăн кĕлетке температури каç еннелле тата çĕрле хăпарать, ăна питĕ хытă тарлаттарать, шăнтать. Асăннă чир ернин тепĕр палли вăл - ÿслĕк тата манка юнлă тухни. Çыннăн виçĕ эрне хушшинче ÿслĕк иртсе кайманни сисчĕвлентерет. Ун пек чухне тÿрех тухтăр патне каймалла.

Туберкулез чирĕ мĕнле ерме пултарать? Чи малтанах ÿпке туберкулезĕпе чирлекентен ерес хăрушлăх пысăк. Чирлекен çын ÿсĕрнĕ чухне юнашар тăракан сывă çынна хăвăртах бактерисем ертет. Çавăн пекех чирлĕ çыннăн ыттисенчен уйрăмрах пулмалла, мĕншĕн тесен вăл ÿсĕрнĕ вырăнта сурчăк тумламĕсем урайĕнче, тĕрлĕ япаласем, тумтир çинче юлаççĕ. Гигиена тĕлĕшĕнчен йĕркене пăхăнманни çыннăн организмне инфекци ертме пултарать. Сăмахран, общество транспорчĕ çинче пулнă хыççăн алăсене çумасан, пахча-çимĕçе çумасăр çисен, сĕте вĕретмесĕр ĕçсен туберкулез бактерийĕсене çаклатма пулать.

Туберкулезпа чирлекен çынсенчен 50 проценчĕн чир ним паллисĕр иртет, урăхла каласан, вĕсем хăйсене сывă пек туяççĕ, çавăнпах тухтăр патне каймаççĕ. Чире çийĕнчех тупса палăртма флюорографи меслечĕ пысăк пулăшу кÿрет. Чирлисене вăхăтра тупса палăртса сиплени хăрушлăхран хăтарать. Кашни çыннăн, 15 çулхи ачасенчен пуçласа, çулталăкне пĕр хутчен флюорографи тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла. Районти тĕп больницăра флюорографи кабинечĕ кашни кунах уçă, черет кĕтмелле мар, тухтăр направленине те унта ыйтмаççĕ.

Ачасем хушшинче туберкулез чирне тупса палăртма Манту проби пулăшать. Ăна кашни çулах тăваççĕ. Вăл прививка мар, аллерги проби çеç. Çын сывлăхне сиен кÿмест, кĕлетке температури çине япăх витĕм   кÿмест. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн ачин сывлăхне Манту урлă тĕрĕслеттермеллех. Хальхи вăхăтра фтизиатрсем çак Манту проби çумне çĕнĕ йышши проба - Диаскинтест лартаççĕ. Вăл ачан организмне тĕплĕнрех тĕрĕслеме, туберкулез чирĕ пуррипе çуккине кăтартма май парать. Çавăнпа та тухтăрсем Диаскинтест кăтартăвĕсем çине тайăнса профилактика сиплевĕ палăртаççĕ.

Хисеплĕ çынсем, хăвăрăн, çывăх çыннăрсен, ачăрсен сывлăхĕ пирки шутлăр, кашни çулах флюорографи тĕрĕслевĕ витĕр тухма ан ÿркенĕр. Тухтăр сĕннĕ пробăсене лартма хирĕçлесе ан тăрăр.



24 марта 2017
16:22
Поделиться