Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

День Республики: комментарии

Вадим НИКОЛАЕВ, РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ:

Паянхи уяв пирки калас пулсан: питĕ вăйлă иртет! Элĕкре кĕске вăхăт хушшинче çав тери паха этномузей туса латни тĕлĕнтерчĕ. Паян хăнана килнĕ ытти муниципалитет ертÿçисем те çакна çирĕплетеççĕ. Пĕрле ĕçлеме пултарнипе тĕлĕнтертĕр. Тĕрĕссипе, Элĕк районĕ юлашки çулсенче чылай ĕç туни курăнать. Кунта пурнăç улшăнни палăрать. Çакă уява йĕркеленинче те сисĕнет.

Пирĕн çакна манмалла мар: Раççей çĕрĕ вăл пирĕн çĕр. Ăна упрамалла, сыхламалла, унпа усă курмалла. Çакна халăх ăнланса илсен эпир тата та вăйлăрах пулатпăр.

Альбина ФОМИНА, ПТРК «Чăваш Ен» корреспонденчĕ: Элĕк районĕнче час-часах пулатăп. Уйăх каялла кăна килнĕччĕ-ха кунта. Çак тапхăрта район центрĕ палăрмаллах улшăнни куç кĕрет. Мана уйрăмах тÿпе айĕнчи парк-музей тыткăнларĕ. Ĕçпе республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пулса курнă пулин те, кун пек илемлĕхе ниçта та курман эпĕ. Çакна Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та палăртрĕ. Парк-музей аякран ĕлĕкхи крепость пек мăнаçлăн курăнса ларать. Элĕксен мухтанмалли чăнах та пур. Çак уяв нумайлăха асра юласса шанатăп.

 

Вячеслав ПЛАТОНОВ, «Солнце на спицах» велосипедистсен ушкăнĕн ертÿçи, ентеш:

Икĕ уйăх ют çĕршывра командировкăра пулнă хыççăн паянхи уява питĕ васкаса килтĕм. Тĕрĕссипе, Республика уявне çитес тесех тăрăшрăм. Тата уявĕ хам çуралнă Элĕк районĕнче иртни хавхалантарать. Станислав Вороновăн ĕçĕсен куравне çитсе курма тăрăшрăм. Кайран Элĕк урамĕсем тăрăх утса тухрăм. Улшăнусем çав тери пысăк. Мĕнле пултарнă! Мĕнле ĕлкĕрнĕ-ши! Куç тулли илем çине пăхсан чун савăнать.

Виталий РОДИОНОВ, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор:

Элĕк районĕнче çакăн евĕр уява ирттересси çинчен сăмах малтан та пулнă-ха вăл. Халĕ акă вăхăчĕ те, майĕ те килчĕ курăнать. Элĕк куç умĕнчех улшăнса кайрĕ. Таса, илемлĕ... Çак илемлĕхпе тасалăха малашне те тытса пырасчĕ. Чăваш халăхĕ авалтанпах тирпейлĕхе юратнă.

Магомед МАГОМЕДОВ, руководитель хореографического ансамбля песни и танца «Гергебиль» из Дагестана: Хореографичесикй ансамбль песни и танца «Гергебиль» приехал из Республики Дагестан. Этому православленному коллективу уже более 50 лет. Ансамбль объединяет всего 24 человека. Они в основном заслуженные артисты. Мы побывали во многих странах мира - в Турции, Португалии, Испании, во Франции, и в других регионах.Нас очень тепло встретили и на Чувашской земле. Мы сразу же заметили, что аликовцы гостеприимный, трудолюбивый, культурный народ. Мы очень довольны праздником - Днем Чувашской Республики. Аликовцы прекрасно подготовились к празднику. Мы одобряем их традиции и обряды. Вот мы подарили им несколько номеров и удостоились диплома. Пусть наша дружба и сотрудничество процветают на многие годы.

Тамара ГАВРИЛОВА, Çĕрпÿ районĕ: Элĕк районĕнче иртекен Республика кунне чăтăмсăр кĕтрĕм, мĕншĕн тесен кунта пирĕн тăвансем пурăнаççĕ. Хăнана килме яланах хавас. Çапах та хăнана пушă алăпа çÿремеççĕ-çке. Эпĕ 20 çул ытла çăматă йăвалатăп. Хамăн ĕçсене курава тăратма май килнĕшĕн чунтан савăнтăм. Пĕрле кÿршĕне Людмила Александровăна та илсе килтĕм кунта. Вăл та ал ĕç маçтăрĕ. Пире, аякран килнĕ хăнасене, ăшă кăмăлпа кĕтсе илчĕç. Район центрĕ тасалăхпа тÿрех илĕртрĕ. Уяв пуçланиччен урамсем тăрăх утса çаврăнтăмăр. Пур çĕрте те уяв палли сисĕнет. Элĕк районĕ хăнасене тарават пулни чуна савăнтарчĕ.

Любовь ПАВЛОВА, Тимĕрçкасси ялĕ: «Юлашки çулсенче патшалăх шайĕнче ял çине пысăк тимлĕх уйăрнине палăртмалла. Чăваш Республикинче ял çыннине пырса тивекен патшалăх программисем пурнăçа кĕни уйрăмах савăнтарать. 5 ача амăшĕ пулнă май Йăлкăшра çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлни кăмăла çĕклет. Кунта малашне те ачасем те, ватăсем те тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ илме пултарасси иккĕлентермест. Çутă та хăтлă пÿлĕмсене кĕрсе тухма та кăмăллă. Çĕнĕ фельдшерпа акушер пунктне тума пулăшнишĕн Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева тата ытти власть органĕсенче ларакансене чĕререн тав тăватăп».

Виталий ЛЕОНТЬЕВ, Йăлкăш ялĕ: «Тăватă теçетке çул тĕрлĕ тытăмра водительте ĕçлерĕм. Çулсем кайнă çемĕн вара ура сыпписем канăçсăрлантараççĕ. Çавăнпа та тăтăшах Йăлкăшри фельдшерпа акушер пунктне çитсе килме тивет. Уйрăмах унта аслă çулсенчисем çÿренĕрен вырăнти сывлăх учрежденине çĕнетни, сипленме, сывлăха çирĕплетме лайăхрах майсем туса пани чăнахах та савăнтарать. Фельдшер, Альбина Борисова, ĕçĕпе те кăмăллă. Эмелпе çеç мар, ăшă сăмахĕпе те сиплет».

Юрий РОМАНОВ, Çĕрпÿ районĕ: «21-мĕш ĕмĕ Кулибинĕ» курава Çĕрпури ачасемпе çамрăксен пултарулăх центрне çÿрекен вĕренекенсемпе килтĕмĕр. Конкурса хамăр ал айĕнчи материалсенчен ăсталанă самолетсем тăратрăмăр. Кун йышши куравсем çитĕнекен ăрăва ыттисен ĕçĕпе паллашма май панипе пĕрлех вĕрентекенсене те çыхăну йĕркелеме, ĕçе çĕнĕлĕхсем кĕртме пулăшать. Курав чăннипех те пуян та интереслĕ. Техникăпа кăсăкланакан ачасем йышлă, вĕсен туртăмĕ те пысăк. Робот хатĕрлессинчен пуçланă вĕренекен каярахпа пĕр-пĕр чаплă инженер пулма пултарасси икĕлентермест. Кун йышши мероприятисем ытларах пулсан татах та аван пулмалла. Элĕк сали вара илемĕпе тыткăнларĕ. Уява тивĕçлипех хатĕрленнĕ кил хуçисем. Элĕк район çыннисем тасалăхпа тирпейлĕхе хакланни тĕлĕнтерчĕ, пирĕн вĕсенчен вĕренмелли пурах».



27 июня 2016
08:00
Поделиться