Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пултарулăха ачаран аталантармалла

Пултарулăха ачаран аталантармалла

«Çăлкуç» ача садне çÿрекен хĕрачасемпе арçын ачасем юрлама та, ташлама та питĕ юратаççĕ. Хăйсен ăсталăхне садикре иртекен мероприятисенче анчах мар, районти культура çурчĕн сцени çинче те кăтартаççĕ, республика шайĕнчи конкурссене хутшăнса çĕнтерÿçĕсем пулаççĕ. Ача садĕнче пĕчĕкскерсене чăваш халăхĕн йăли-йĕркине те вĕрентеççĕ, мăн асаттесен юрри-такмакне илемлĕ юрлама, ташлама хăнăхтараççĕ, ĕлĕкхи чăвашсен тумтирĕпе паллаштараççĕ, чăваш уявĕсем ирттереççĕ.

Юрă-ташă енне туртăнакан ачан пултарулăхне маларах аталантарма пуçламалла. Кĕвĕ-çемĕпе пурте тÿрех туслашаймаççĕ, паллах, çавăнпа та кулянма кирлĕ мар.

Мĕн-ха вăл музыка пултарулăхĕ? Специалистсем унта тĕрлĕ пултарулăх енĕсене кĕртеççĕ: музыкăна итлеме пĕлни, юрлани, хускану, ритм. Шăпах çак енсем ачана музыкăн вăрттăнлăхĕсене пĕлме май параççĕ те. Сирĕн ача мĕнле хастартарах кĕвĕ-çемĕпе туслашать, çавăн чухлĕ ытларах пултарулăха туптама пуçлать.

Кашни çын çуралсанах çĕр-аннерен чи паха парнене тивĕçет, вăл – сасă. Унпа пĕлсе усă курмалла. Ачана юрлама вĕрентес тесен чи малтан хамăрăн юрламалла. Вăл итлесе пирĕн хыççăн юрлама пуçлать. Ачана пĕтĕм вăйран кăшкăрса юрлаттармалла мар, мĕншĕн тесен сасă аппарачĕпе асăрхануллă пулмалла. Юрра та пĕлсе суйламалла. Сăмахсене вĕрентиччен вăл ачан çулĕпе килĕшсе тăнине шута илмелле. Сасăсен калăпăшĕ те ачан юрă диапазонĕнчен ытлашши пулмалла маррине асра тытмалла. 3-4 çулхи ачан – 3-4 сасă. Ача 6-7 çула çитеспе çеç вăл пысăкланма пултарать – 8 сасă. Хĕрачасемпе арçын ачасем юрăсемпе пьесăсем итлесе дидактика вăййисенче тĕрлĕ кĕвĕ-çемĕпе паллашаççĕ. Вĕсем темиçе тĕрлĕ инструмент сассине уйăрма хăнăхса çитеççĕ. Ачасем 3-4 çулта ритма пăхăнса юрлама пуçлаççĕ, вĕсен сасă çемми те лайăхрах палăрма тытăнать.



01 апреля 2017
14:02
Поделиться