Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Стажировка усăллă иртрĕ

Стажировка усăллă иртрĕ

2017 çулхи пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче Элĕк районĕн Чăваш Сурăм вăтам шкулĕнче «Федерацин патшалăх вĕренÿ стандартне куçнă май чăваш чĕлхипе литературине хальхи технологисемпе усă курса вĕрентесси» стажировка иртрĕ.

Стажировкăна Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн филологи кафедри йĕркелерĕ. Çăкăр-тăварпа, юрă-сăвăпа кĕтсе илнĕ хыççăн пĕлĕве ÿстерме пуçтарăннă чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсене шкул директорĕ Зоя Федоровна Васильева саламларĕ, шкул ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ.

Унтан М.А. Никитина 5 класра «Алфавит», Г.И. Иванова 6-мĕш класра «Япала ячĕсем» темăсемпе уçă уроксем, З.И. Леонтьева «"Синонимсем" темăна вĕрентнĕ май çĕнĕ технологисемпе усă курасси», Э.Н. Терентьева «"Ыйту местоименийĕсем" темăна вĕрентнĕ май хутшăну ĕç-хĕлне аталантармалли çул-йĕр», В.П. Нестерова «Ю. Скворцовăн "Ултăк" калавĕнчи çын чун-чĕрине уçмалли мелсем» темăсемпе ăста урокĕсем ирттерчĕç.

Уроксем хыççăн Вĕренÿ институчĕн филологи кафедрин доценчĕ А.С. Егорова ертсе пынипе иртнĕ калаçура уроксем ирттернĕ учительсен паха опытне пĕтĕмлетрĕç, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме Федерацин патшалăх вĕренÿ стандартне тивĕçтерекен хальхи технологисемпе мелсене палăртрĕç.

Пĕлÿлĕхпе ăсталăха ÿстермелли стажировка пуриншĕн те усăллă иртрĕ.



17 марта 2017
11:34
Поделиться