15:35 24 апреля 2015 г.
Паян республикăра Раççейри литература çулталăкне, Аслă Çĕнтерĕве тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ йĕркеленипе «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци иртет. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси.
Задачисем:
− чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси;
− чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме май туса парасси.
Диктант текстне Леонид Маяксем паллă чăваш çыравçи хайлавĕнчен илнĕ.
Пирĕн районта Акцие шкулсенче ĕçлекенсемпе вĕренекенсем пурĕ 112 çын хутшăннă.
Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской Республики