Яншихово-Норвашское сельское поселение Янтиковского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Тăвай пики» конкурсра Енĕш-Нӑрваш ялĕнчен Юлия Ахметова хутшӑнчĕ.

13:41 08 апреля 2019 г.

Ака уйăхĕн пуçламăшĕнче йăлана кĕнĕ тăрăх Тăвайри культура çуртĕнче çиччĕмĕш хут ĕнтĕ «Тăвай пики» конкурс иртрĕ. Асăннă тупăшăва районти чи хитре пикесем хутшăнчĕç. Ку меропритие чăвашсен халăх культурине аталантарас, чĕлхемере тата тăван йăла – йĕркесене халăх хушшинче тата та анлăрах сарас, çамрăксем хушшинче чăваш культурине популяризацилес тĕллевпе иртереççĕ.

Ҫапла вара конкурс йĕркин пĕрремĕш тупăшăвĕнче Тăвай хĕрĕсем хăйсене тĕнчери кирек епле подиумра та çӳлле шайра тытма пултаринине кăтартрĕç. Хăйсен чи капăр кĕписене тăхăнса кĕвĕпе килĕшӳллĕн утрĕç, хăйсемпе паллаштарчĕç. Ку ĕçре вĕсене яш каччăсем пулăшрĕç, хĕрсене илемлĕ кăна çавăрса вĕсемпе пĕрле утса тухрĕç.

Иккĕмĕш тупăшу вăл – куракансене хăйсемпе паллаштарни. Кунта кашни хăйĕн тавракурăмне, юратнă ĕçне, çемьине кăтартма тăрăшрĕ. Çуралнă ял, тăван çĕршыв çинчен та хавхаланса калаçрĕç хĕрсем. Шăпах çак конкурсра ĕнтĕ ĕлĕкхи вăхăтсенчен пуçласа паянхи куна çитиччен чăваш хĕрĕн аталанăвне куратпăр. Капăр наци тумĕпе акăш евĕр ярăнса тухакан кашни пикине хальхи техника хатĕрĕсем хăйсене çав тери витĕмлĕ кăтартма май пачĕç.

Пултарулăх конкурсĕнче вара кашни хĕр пики хăйне тĕрлĕ енлĕн кăтартрĕ. Ку тупăшура вăхăт калăпăшĕ виçеллĕ пулнă пулин те, юрласа, ташласа, театрализацилесе те хитрелетме ĕлекрчĕç номерсене хĕрсем. Пысăк ушкăнсемпе тус – тантăшĕсем сцена çине тухни те, паллах, мероприятие илем кӳчĕ.

Тăваттăмĕш ĕç вăл – чăваш халăх апат – çимĕçне хатĕрлесе килсе ăна илемлĕ кăтартасси. Кунта жюри пайташĕсене пурте тĕхĕмле апатпа сăйларĕç, халăх сăмахлăхĕ те, уяв юрри - ташши те çителĕклех пулчĕç кунта.  

Юлашки задание пурте харăссăн тухрĕç пикесем – чăваш тумĕсем тăхăнса сцена тăрăх утрĕç тата чăваш ташшине ташларĕç. Тӳресене, палах чи хитре те пултаруллă пикене палăртма çăмăлах пулмарĕ, вĕсем пурте пĕр шайра пыни пурне те пĕр тĕлĕнтрчĕ, пĕр савăнтарчĕ, пĕр тĕлентерчĕ.

«Тăвай пики» конкурсра Енĕш-Нӑрваш ялĕнчен Юлия Ахметова хутшӑнчĕ. Юлия мероприяти вăхăтĕнчи онлайн – сасăлавра çĕнтерме пултарчĕ. Ᾰна чăваш наци конгресĕн Тăвайри уйрăмĕн пайташĕ Арина Алексеева «Тавай пики-2019» логотиплă сехетпе чысларĕ.

Яншихово-Норвашское сельское поселение Янтиковского района

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика