Яншихово-Норвашское сельское поселение Янтиковского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Енĕш Нăрваш ялĕнче ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче Алексей Майраслов ячĕпе унăн паллă çавраçулне халалланă мероприяти иртет

08:56 08 апреля 2019 г.

Енĕш Нăрваш ялĕнче ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче Алексей Майраслов ячĕпе унăн паллă çавраçулне халалланă мероприяти иртет. Пурăннă пулсан, ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче вăл 80 çул тултаратчĕ. Монументалист – скульптор, СССР ӳнерçисен пĕрлешĕвĕн членĕ, академик, М. Сеспель ячĕллĕ халăхсем хушшинчи премийĕн Лауреачĕ, Алексей Петрович Майраслов Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрваш ялĕнче çуралса ÿснĕ.

Паллă ентешĕмĕр 1960-1967 çулсенче Харьковри тата Киеври патшалăх университечĕсен филологи факультечĕсенче вĕреннĕ, унтан Мускаври В.И.Суриков ячĕллĕ ÿнер институчĕн скульптура факультетне пĕтернĕ. Ĕçлеме вара матрос ĕçĕнчен пуçланă, Баренц  тинĕсĕнче карапсемпе çӳренĕ.

РСФСР Ÿнер фондĕнче чылай çул скульпторта ĕçленĕ. 2000-2008 çулсенче "Ваятель-М" /Мускав/ фирмăн тĕп директорĕ пулнă. Мускав хулинче пурăнакан чăваш пĕрлешевне йĕркелесе яраканĕсенчен пери вăл.

Паллă ентешĕмĕрĕн чăваш халăхĕшĕн тунă ĕçсене асра тытса хăй çуралнă тăван ялĕнче «Пурнăçри ырă ячĕ – çĕр – аннемĕр хăвачĕ» ятлă тĕлпулу ирттерес шут тытрăмăр. Чи малтанах 12 сехетрен пуçласа хисеплĕ хăнасене вырăнти музейре йышăнĕç, ырă сунса кĕтсе илĕç. 13 сехетре вара кунта курав пуçланĕ.

Енĕш Нăрвашри историпе асăну краеведении музейĕнче паллă мастера Алексей Майраслова асăнса курав уçăлнă. Экспозицире - Алексей Петровичăн вăтăр ытла произведенийĕ /гипс, алюмини, бронза/.

Республикипех паллă музей экспонатсемпе пуян, И. Я. Яковлев уçнă шкулта вырнаçнă, Чăваш халăх культурине, йăли – йĕркине, паллă ентешсен ĕçне – хĕлне сăнлакан экспонатсем кунта чылай.

Курав хыççăн хисеплĕ хăнасене Енĕш – Нăрвашри культура çуртне, паллă скульптора асăнса хатĕрленĕ мероприятие йыхравлаççĕ. Алексей Майраслов - Чăваш Енри, Украинăри тата Раççейри нумай палăк авторĕ. Унăн тĕп произведенийĕсем: "Лен. Чувашские женщины", "Монтажники Тракторостроя в г.Чебоксарах", "Чувашка Рая", "Актер Василий Федоров", "Михаил Сеспель", "И.Я.Яковлев", "Константин Иванов", "Сетнер и Нарспи у родника" тата ытти те.

Паллă ентешĕмĕрен аллинчен тухнă Зоя Космодемьянская скульптурине эпир кунсерен Тăвай ялĕн аслă урамĕнче курса иртсе каятпăр.

 

Яншихово-Норвашское сельское поселение Янтиковского района

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика