Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Вĕсем Ленинграда хÿтĕленĕ

07:44 28 января 2014 г.

Часах Аслă Отечествăлла вăрçă чарăннăранпа 70 çул çитнине те уявлăпăр. Çавна май районта вăрçăра çапăçнă ентешсем пирки материалсем пухса ятарлă кĕнеке кăларма хатĕрленеççĕ. Кăрлачăн 27-мĕшĕнче Ленинград хулине нимĕç фашисчĕсен блокадинчен хăтарнăранпа 70 çул çитет. Ленинград блокадине сирсе янă çĕре Нăрваш çыннисем те хутшăннă.

П.Г.Григорьев (1917 çулхи) Волхов фронтĕнчи 232-мĕш уйрăм гварди минометлă дивизионта легендарлă Катюшăсен взвочĕн командирĕ пулса нимĕç фашисчĕсене хирĕç кĕрешнĕ. Павел Григорьевич Ленинград блокадине тăшман ункинчен сирсе янă çĕрте паттăрлăх кăтартнă.

Хаяр вăрçă çулĕсем гварди капитанне Германие çитернĕ, çавăнта кĕтсе илнĕ вăл Аслă çĕнтерÿ кунне. Вăрçă вăхăтĕнчи паттăрлăхшăн панă наградăсем: II степень Отечествăлла вăрçă, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсем, “Ленинграда хÿтĕленĕшĕн”, “Берлина илнĕшĕн”, “1941–1945 çулсенчи Аслă Отечествăлла вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн” тата ытти медальсем.

И.В.Васильев (1908 çулхи) Ленинград фронтĕнче 172-мĕш стрелковăй полкра, ун хыççăн 222-мĕш уйрăм саперсен подразделенийĕнче пулнă.

1943 çулхи пĕр юнлă çапăçура аманнă сапера госпитале леçнĕ. Çавăн чухне Енĕш Нăрваш çыннине А.Д.Ванерке лейтенанта тĕл пулнă, вăл та çав вăхăтра госпитальте сипленнĕ. Йывăр суранĕсене пула И.Васильев сержанта госпиталь хыççăн Ижевск хулинчи хĕç-пăшал кăларакан завода ĕçлеме янă. Çавăнта вăл Çĕнтерÿ кунне кĕтсе илнĕ. Çапăçури хăюлăхшăн Иван Васильевич Васильева “Ленинграда хÿтĕленĕшĕн”, “1941–1945 çулсенчи Аслă Отечествăлла вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн” медальсем парса чысланă.

Юлашкинчен çакна та каласа хăварни вырăнлă пулĕ. Уйрăм çынсен пулас кĕнеке валли вăрçă участникĕсем пирки тĕрлĕ материалсем пуçтарса ял тăрăхĕн администрацине çитерсен пысăк пулăшу пулнă пулĕччĕ.

В.ПЕТРОВ, Енĕш Нăрвашри музей заведующийĕ.

Яншихово-Норвашский территориальный отдел

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика