Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Енӗш Нӑрваш ял чиркӗвӗн кӗске историйӗ.

13:05 20 мая 2013 г.

Христос тӗнне ӗненме пуҫлани.

1740-мӗш ҫулта II Кӗтерне патша чӑвашсене тата Атӑл тӑрӑхӗнчи ытти вак халӑхсене Христос тӗнне йышӑнтарма - шыва кӗртме - хушса указ кӑларнӑ. Ҫак ӗҫе тума ялсене пупсемпе патша чиновникӗсене янӑ. Патша указӗ тӑрӑх, тӗне кӗрекенсене виҫӗ ҫуллӑха налук тӳлессинчен, ывӑлӗсене - салтака илессинчен хӑтарма шантарнӑ. Чӑвашсене шыва кӗртме пуҫласанах ялсенче чиркӳсем лартма тытӑннӑ. 1752- мӗш ҫул тӗлне хальхи Чӑваш Республики вырӑнӗнче 62 чиркӳ туса лартнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн чӑвашсене пурне те Христос тӗнне йышӑнтарса пӗтернӗ тесе Мускава пӗлтернӗ. Вара чӑваш ялӗсене ҫак чиркӳсен прихочӗсем ҫумне ҫирӗплетсе тухнӑ. Пирӗн яла Именкассинчи Шӑхаль выҫҫӑлккинчи чиркӳ приходне кӗртнӗ. Чиркӗве 50-60 ҫухрӑм таран ҫуреме тивнӗ. Ку пысӑк йывӑрлӑх пулнӑ. Ҫавӑнпа та ирӗксӗр тӗне кӗртнӗшӗн, чиркӗве ҫӳреттернӗшӗн халӑх кӑмӑлсӑр пулнӑ. Вилнӗ ҫынна та ҫав чиркӗвех илсе кайса кӗл тутарма хушнӑ. Кӗл тутармасӑр пытарма юраман. Кӗл тутарнӑ хыҫҫӑн каялла турттарса ҫӳрес мар тесе вилӗсене чиркӳ ҫумӗнчи масар ҫинех пытарса хӑварнисем нумай пулнӑ.

Каярах ҫӗнӗ чиркӳсем татах та нумай лартнӑ (Тӑвай тӑрӑхӗнчи чиркӳсем): Тӑвайӗнче 1759-мӗш ҫулта; Нӑрваш салинче - 1763 -мӗш ҫулта; Мучарта - 1820-мӗш ҫулта; Кӗршере -1853-мӗш ҫулта. Ҫавӑн хыҫҫӑн пирӗн ялти тӗне кӗнӗ ҫынсене Нӑрваш Сали чиркӳ приходне ҫирӗплетнӗ. Анчах унта службӑна вырӑсла кӑна ирттернӗ. Нӑрваш ҫыннисем вырӑсла пӗлмен, пачӑшкӑ сӑмахӗсене нимӗн те ӑнланман. Ҫакӑнпа Нӑрвашсем кӑмӑлсӑр пулнӑ.

Енӗш Нӑрваш ялӗнче ҫав тапхӑрта хутла пӗлекен ҫын пулманпа пӗрех. Чылайӑшӗ тата «язычество» тӗнне ӗненнӗ, чӳк тунӑ. Ҫавсене шута илсе Нӑрваш Сали чиркӗвӗн священнике Николай Богородицкий ҫине тӑнипе 1871-мӗш ҫулхи юпа уйӑхӗн 12-мӗш кунӗнче Нӑрвашра чиркӳ прихучӗн шкулне уҫнӑ. Шкула Нӑрваш тӑрӑхӗнчи кӳршӗ ялсенчен нумай ачасем вӗренме ҫӳренӗ. Шкулта Турӑ законен урокне ирттерсе пынӑ, ҫапла май шкул уҫни ял халӑхне тата шкул ачисене Христос тӗнне йышӑнма тата ӑна пӑхӑнса пыма май туса панӑ. Ҫавах та ял ҫыннисен те, шкул ачисен те Нӑрваш Салинчи чиркӗве кӗлӗсене ҫурран ҫӳремелле пулнӑ. Ку паллах пуриншӗн те йывӑрлӑх кӑларса тӑратнӑ.

Енӗш Нӑрвашра чиркӳ уҫӑлни.

Нӑрваш ялӗ таврара пысӑк ял пулнӑ, Христос тӗнне ӗнентерессине ӑнӑҫлӑ пӳрнӑҫласа пымашкӑн ялта чиркӳ ҫукки кансӗрлесе пынӑ. Ҫавӑнпа та Сала чиркӗвӗн священнике Николай Богородицкий тӑрӑшнипе Нӑрвашра чиркӳ лартас ӗҫе пуҫарса янӑ. Вӑл тапхӑрта Н.Богородицкий ывӑлӗ Богородицкий Петр Николаевич (29.06.1877 ҫ.) Хусанти духовнӑй семинаринче вӗреннӗ. Ӑна 1897-мӗш ҫулта вӗренсе пӗтернӗ.

1895-мӗш ҫулхи пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ял ҫыннисен пухӑвӗ пулнӑ. Унта ҫапла йышӑннӑ: «Постановление сельского схода при наличии 898 мужских душ (всего 1941 жителей) в 322 дворах (без язычников): нанять подрядчика по постройке церкви по цене 4000 рублей. Для выдачи задатка подрядчику собрать с каждой души по 1 рублю».

ЦГА ЧР, фонд 53, опись 1042.

Унсӑр пуҫне валеҫмесӗр юлнӑ пысӑках мар ҫӗр лаптӑкӗсене сутса пухӑннӑ укҫана чиркӳ тума янӑ. Ҫак укҫапа Нурӑс ялӗн кивӗ чиркӗвне туянса яла куҫарса килнӗ. Чиркӗве 1895- мӗш ҫулта тума пуҫланӑ. Чиркӗве хута яма Шупашкарти Андрей Петрович Астраханцев хуҫа та чылай укҫа- тенкӗ уйӑрса панӑ. Чиркӗве Василий Великий святой ячӗпе лартнӑ. 1898 - мӗш ҫулхи январей 1-мӗшӗнче святить туса кӗмелле тунӑ. Чиркӳре Василий ячӗпе пӗр престол ӗҫленӗ. Унӑн пӗрремӗш пачӑшки Николай Сидорович Сидоров пулнӑ (01.12.1858 ҫ.), Чӗмпӗр кӗпӗрнинчи Буинск уездӗнчи Кивӗ Ильмово ялӗнчен (халӗ Комсомольский районне кӗрет). Вӑл Хусанти духовнӑй семинарире 1884-1887 ҫ.ҫ. вӗренсе тухнӑ. Чирку псаломщике - Федор Дьяконов. Чиркӗве ялӑн хӗвел тухӑҫ енчи ирӗклӗ те тӳрем вырӑна, хальхи культура ҫурчӗ вырӑнӗнче ҫӗкленӗ.

Ялта чирку лартсан та, шкул ӗҫлесе пынӑ пулин те, тӗне кӗмен чӑвашсем ялта сахал пулман. 1901 ҫулхине Енӗш Нӑрвашра 2083 ҫын пурӑннӑ; 1911 ҫулта - 121 йӑх ҫыннисем пурӑннӑ, вӗсенчен 24 - шӗ тӗне кӗменнисем.

( «Ҫемьере пурӑнакансен списокӗ» тӑрӑх.) 1912-мӗш ҫулхи январь уйӑхӗнче ялти чиркӗвӗн йывӑҫ ҫурчӗ ҫунса кайнӑ. Пушар сӑлтавӗ ҫинчен ялта тӗрлӗрен калаҫнӑ. Пӗрисем - чирку хуралҫи Тимӑрша Ҫтаппанӗ, пачӑшкӑ валли кадило чертме кӑмрӑк хатӗрлесе пама чукуна кӑвар тултарса урайне лартнӑ та, манса кайнӑ, тенӗ. Теприсем - ҫунса пӗтмен ҫуртасене сӳнтермесӗр хӑварнипе, тенӗ. Ун чухнехи чиркӳ пачӑшки Бузановский Аристарх Александрович пулнӑ (09.04.1876 ҫ.), Хусан кӗпернинчи Етӗрне уездӑн Пысӑк Шатьмӑ ялӗнчен. Хусанти духовнӑй семинарине 1897 ҫулхине вӗренсе пӗтернӗ. Вал питӗ усал та хаяр, ял ҫыннисене хӑратса тӑракан пачӑшкӑ пулнӑ. Шкулта Турӑ законне - Закон Божия вӗрентнӗ. Ачасене питӗ хытӑ тытнӑ, час-часах чӗркуҫҫипе пӑрҫа ҫине лартнӑ, ялта унран пурте хӑранӑ, анчах ӑна пит хисеплесех кайман.

Ялти иккӗмӗш чиркӳ тата унӑн шӑпи.

Чирку вӑл вӑхӑтра общество пурнӑҫӗнче пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнӑ. Енӗш Нӑрваш пек пысӑк ял чиркӳсӗр пурӑнма пултарайман. Аристарх Бузановский вара ялта ҫӗнӗрен чиркӳ лартас ыйтупа Хусан епархине кайнӑ. Унта ҫӗнӗ чирку лартма, пулӑшма, укҫа-тенкӗ пама килӗшнӗ. Ял ҫыннисене вӑхӑтлӑха каллех Нӑрваш Сали чиркӗвӗ ҫумне ҫирӗплетнӗ. Ялта та, таврари ялсенче те чиркӳ лартма укҫа - тенкӗ пухассине йӗркеленӗ. Ҫав ҫулхинех, хальхи Комсомольский районӗнчи Асанкасси вӑрманӗнче, ҫил-тӑвӑл йӑвантарнӑ йывӑҫсен телянкине ял чиркӗвне тума уйӑрса панӑ. Вӑрман касса-хатӗрлесе, турттарса килме пӗтӗм ял халӑхне явӑҫтарнӑ. Хӗл каҫиччен чиркӳ валли ҫителӗклӗ таран йывӑҫ кӳрсе хунӑ. Ҫӑва тухсан Высоковка салинчен. чирку пурама вырӑс платникӗсене илсе килнӗ. Ку ӗҫе хамӑр ялти ӑстасене шанман. «Вырӑссем ӑстарах, тата Турра та чӗререн ӗненеҫҫӗ, вӗсем ҫылӑхсӑр», - тесе шутланӑ. Чӑн та, вӗсем питӗ хастар та пултаруллӑ ӗҫленӗ. 1912 ҫулхи ҫулла чиркӳ ҫуртне пураласа ҫитернӗ. Ҫав ҫулах ҫӗнӗ чиркӗвӗн никӗсне хывса хӑварнӑ. Хальхинче ӑна кирпӗчрен купаланӑ, урайне бетон сарнӑ. 1913 ҫулхи ҫуркуннехи уй-хир ӗҫӗсем пӗтсенех, чирку пурине мӑкласа-хӑпартса лартнӑ, ӑна малалла тунӑ. Ӑста платниксем тӑрӑшнӑ кунта: чиркӳ стенисене шалтан та, тултан та эрешленӗ-капӑрлатнӑ, сӑрланӑ. Нӑрвашӑн ҫӗнӗ чиркӗвӗ таврари ялсенчи чиркӳсенчен чи хитри пулнӑ. Унӑн - ылтӑнласа сӑрланӑ икӗ купол, тимӗр рама ҫине тӗкӗрлӗ кӗленче касса вырнаҫтарнӑ хӗрессем. Ҫак ӗҫсене тумашкӑн Вӑрнар районӗнчи Абдуловский монастиртен чиркӳ туса илемлетес енӗпе ӗҫлекен ӑстасем килсе ҫитнӗ, вӑл шутра хамӑр ял ҫынни, М.С.Спиридонов художник йӑмӑкӗ Ольга Спиридонова та пулнӑ. Чиркӳ тӑршшӗ колокольньӑпа пӗрле 12,5 сажень, чи сарлака вырӑн 6 сажень, ҫулти карниз таран 3 сажень. Чиркӳ ҫинче 6 купол; иконостас: тӑршшӗ 5 сажень 1,5 аршин; ҫуллӗшӗ 3 сажень 1 аршин. Колокольня 4 яруслӑ, ҫӳллӗшӗ 8,5 сажень. Аякранах мӑнаҫлӑн курӑнса ларакан чиркӗвӗн пысӑк тата пӗчӗк чансем 22 пулнӑ. Чи пысӑк чанӗ 42 пӑт тайнӑ. Ӑна Ҫӗрпӳрен 4 лашапа турттарса килнӗ (Сажень = 2,134 м; Аршин = 0,71 м). Чиркӳ штачӗ священник тата псаломщик.

1914 ҫулхи ҫӗнӗ ҫул умӗн ҫӗнӗ чиркӗве святить туса служба ирттермелле туса ҫитернӗ. Чиркӳ канашне - 20 ҫынран, чиркӳ Старостине Осипов Артемине суйланӑ. 1914 ҫулхине чиркӳ служби пуҫланнӑ. Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи пуҫланасан, вӑрҫа каякан еамрӑксене, ҫӗнӗ чиркӳре молебен туса, чан ҫапса патшашӑн, турӑшӑн ҫапӑҫма пиллесе ӑсатнӑ. Ҫав тапхӑрсенче чиркӳре пачӑшкӑ пулса Аристарх Бузановскиех ӗҫленӗ.

Каярахпа чиркӳре пачӑшкӑ кӳршӗри Ухман ҫынни, Семен Павлов чылай ҫулсем ӗҫленӗ. Ялти ватӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, Семен Павлова, вилсессӗн, чиркӗвӗн хӗвел тухӑҫ енне пытарнӑ. Татӑклӑ хӑш ҫулхине калама хӗн. Пачӑшкӑ пулса ӗҫленӗ тапхӑрта, хӑй вилсессӗн, Архирей пиллӗхӗпе пачӑшкӑна чиркӳ ҫумне пытарнӑ. Нӑрваш чиркӳ историнче те ҫапла пулнӑ.

Ун хыҫҫӑн чирку пачӑшки пулса Павел Романович ӗҫленӗ (хушаматне халлӗхе палӑртайман). Вӑл Вырӑс Сала ҫынни пулнӑ, вырӑс, авланманскер.

Павел Романович хыҫҫӑн чиркӳре кӗске вӑхӑт хушши 2-3 пачӑшкӑ ӗҫленӗ. Вӗсем шутӗнче: куршӗри Челкумаги - Кипечрен: Илларионов Алексей Илларионович 02.03.1862 ҫ. Вал Чӗмпӗрти духовнӑй семинарие 1892 ҫулхине вӗренсе пӗтернӗ.

Ҫавӑн пекех хамӑр ял ҫынни Трофимов Лука Трофимович (2.02.1871 ҫ.). 1891 ҫулхине Хусанти учительсен семинарине вӗренсе пӗтернӗ. Унтан 1896 ҫулхине, июнӗн 25 - мӗшӗнче, священнике вӗренсе тухнӑ. Вӑл Чӗмпӗрти Чӑваш шкулӗнчи чиркӳре священник пулса ӗҫленӗ. Лука Трофимович Трофимов чылай вӑхӑт хушши Бугуруслан уездӗнчи «Больше-Сурметевск ялӗнче Космо-Демьяновский чиркӗвӗнче службӑра тӑнӑ. 1918 ҫулта ҫырса хӑварнӑ тӑрӑх, вӑл унта 24 ҫул ӗҫленӗ. Ӑна Совет влаҫне хирӗҫле тесе айӑплама та хӑтланнӑ, анчах ял Совечӗ, ял ҫыннисем вал политикана хутшӑнмасть тесе хӳтӗленӗ, ӗнентерӳ хучӗ ҫине нумайӑн алӑ пуснӑ. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Лука Трофимов Шупашкарти Введеневский чиркӗвӗнче службӑра тӑнӑ. Чиркӳсемшӗн ҫав тапхӑр йывӑр ҫулсем пулнӑ. Нумай чиркӳсене хупса пӗтернӗ, пачӑшкӑсене те час-часах хӗтӗрсе хӑваланӑ. Ҫавӑнпа та Лука Трофимовӑн та питӗ асӑрханса ӗҫлеме тӳр килнӗ.

Енӗш Нӑрвашри I класлӑ е II класлӑ училищӗрен вӗренсе тухнӑ ҫамрӑксенчен татах та хӑйӗн пурнӑҫне чиркӳпе ҫыхӑнтарнӑ ҫынсем пур. Вӗсен шутӗнче: Данилов Кирилл Данилович, Хусанти учительсен семинарине экстернат шучӗпе 18.03.1898 ҫулхине вӗренсе пӗтернӗ, 1903 ҫулхи февралей 25-мӗшӗнче, священника вӗренсе тухнӑ, тӗрлӗ чиркӳсенче ӗҫленӗ; Васильев Аввакум 25.11.1888 ҫ., 1915 ҫулӑн ҫу уйӑхӗн 8- мӗшӗнче священнике вӗренсе тухнӑ. Тӗрлӗ чиркӳсенче ӗҫленӗ; Скворцов Александр Яковлевич 17.02.1885 ҫ. чиркӳри псаломщик ывӑлӗ, вырӑс, Хусанти духовнӑй семинарине 1906 ҫулта вӗренсе пӗтернӗ; Иванов Кузьма Иванович (Ванерке) 28.10.1898ҫ.; 1914 ҫ. Хусанти духовнӑй семинарине 1 класа вӗренме кӗнӗ.

1930 ҫулсен пуҫламӑшӗнче ялти чиркӳре пачӑшкӑ пулса отец Александр ӗҫленӗ (хушамачӗ тата ашшӗ ятне халлӗхе тӗпчесе пӗлеймен).

1930 ҫулсенче ҫӗршывра «культурӑллӑ революции» юхӑмӗ ҫӗкленнӗ. Ҫавӑнпа килӗшӳллӗн, ҫынсене тӗн-тӗшмӗш йӑлисенчен хӑтармалла тенӗ. Ялсенче чиркӳсем питӗ нумай пулнӑ, вӗсенчен хӑшпӗрисене хупмалла - тесе йышӑннӑ. Анчах СССР Конституцийӗ ҫынсене тӗне ӗненме ирӗк панине шута илсе, чиркӳсене йӑлтах пӗтерес тӗллев тытман. Ялсенчи чиркӳсем истори палӑкӗсем шутне кӗнӗ. Архитектура тӗлӗшӗнчен паха ҫуртлӑ чиркӳсене тӗкӗнме хушман. Пирӗн Нӑрваш ял чиркӗвӗ шӑпах ҫавсен шутне кӗнӗ, ӑна хупмалла пулман. Анчах ялта эпир те «культурӑллӑ револицирен юлмастпӑр» тесе мухтанас, «ырӑ ятлӑ» пулас текенсем тупӑннӑ. Ял ҫыннисене темӗнле хут ҫине алӑ пустарса ҫӳренӗ. Кайран «Эпир хамӑр ялти чиркӗве хупма ыйтатпӑр» тесе ят панӑ та, ҫав хута района кайса панӑ. Анчах унтан тивӗҫлӗ хушу пулмасӑрах ялти чиркӗве 1935 ҫулта ӗҫлеме чарнӑ. 1937 ҫулта чанӗсене антарса Канаша кайса панӑ, чансен шӑпи татӑклӑ паллӑ мар. Хӗресӗсене антарнӑ чухне ҫынсем пӑлханса шавланӑ. Ытларах кӑшкӑракансене тытса кайса хӑратнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн чиркӳ пачӑшки Александр ялтан яланлӑхах тухса кайнӑ. Ялти чиркӳ ӗҫлеме чарӑнсан та, чиркӳри иконсене ватса-ҫӗмӗрсе пӗтермен, пӗр кассине Канаша илсе кайнӑ, тепӗр кассине турра ӗненекенсем харпӑр-хӑй килӗсене илсе кайнӑ. Нумайӑшӗ вӗсем халӗ те тӗрлӗ килсенче упранаҫҫӗ.

Ял ҫыннисем чиркӗве тӗрӗс мар хупрӗҫ тесе, Мускава М.И.Калинин патне ҫыру янӑ. Мускавран ҫакӑ чӑнахах тӗрӗс мар пулни ҫинчен ӑнлантарса-ҫирӗплетсе, Енӗш Нӑрваш чиркӳне тӗкӗнмелле мар тесе, хут килнӗ. Анчах ӑна халӑха кӑтартман, хупнӑ чиркӗве, тепӗр хут уҫма килӗшмен.

Хупнӑ хыҫҫӑн чиркӗве ватса -ҫӗмӗрсе пӗтермен. 1956 ҫулта ҫеҫ чиркӳ ҫурчӗн тӑррине пӑсса унта клуб йӗркеленӗ.

1980 ҫулта чиркӳ ҫуртне тӗпӗ-йӗрӗпех пӑснӑ, ун вырӑнне хальхи Культура ҫуртне туса -1983 ҫулта хута янӑ.

Ялти чиркӗве хуптарассишӗн (ялти аслӑ ӑрури ҫынсен калаҫӑвӗ тӑрӑх) ял Совет председателе Семен Макаров уйрӑмах тӑрӑшнӑ. Ҫавӑншӑн ял халӑхӗ ӑна курайми пулса ҫитнӗ. 1947 ҫулта вӑл хӑй ҫемйипе Кенисберга куҫса кайнӑ.

Ялти чиркӗве хупнӑ хыҫҫӑн, турра ӗненекенсем Канашри, Энӗш пуҫӗнчи, Паттири (Вӑрнар районе), Кӗршери чиркӳсене ҫӳренӗ. Паллах ку вӑл пӗтӗм ял халӑхӗшӗн те пысӑк йывӑрлӑх пулнӑ.

Ялта виҫҫӗмӗш чиркӳ уҫни.

Енӗш Нӑрваш ял халӑхӗ нумай вӑхӑт хушши чиркӳсӗр пурӑннӑ. 1991 ҫулта турра ӗненекенсем пуҫарнипе ялта ҫӗнӗ чиркӳ лартас ӗҫе тытӑннӑ. Ку тапхӑрта Раҫҫейре, Чӑвашра та ҫавӑн пекех, чиркӳсем ҫине урӑхла пӑхма пуҫланӑ. Пур ҫӗрте те ҫӗнӗ чиркӳсем ҫӗкленсе ларнӑ. Енӗш Нӑрвашра чи малтанах турра кӗл тумалли ҫурт суйласа илнӗ. Вал малтикасри магазин ҫумӗнче, маларах шкулти учительсем пурӑннӑ ҫурт пулнӑ. Ҫав тапхӑртах ялта ҫӗнӗ чиркӳ тума та тытӑннӑ, чиркӳ лартма вӑтакасри Егорова Тамара пурӑннӑ вырӑна уйӑрса панӑ, фундамент янӑ. 1993 ҫ. пулас чиркӗве регистрациленӗ.

1995 ҫулхине чиркӗве туса пӗтернӗ. Ку вӑл Енӗш Нӑрваш ялӑн виҫҫӗмӗш чиркӗвӗ. 1995 ҫулхи раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче чиркӗве святить тунӑ,служба ирттернӗ. Чиркӗве святить тума тата служба ирттерме Шупашкартан архиепископ Чебоксарский тата Чувашский Варнава килсе ҫитнӗ. Унпа перле протодиакон Владимир, протоирей Геннадий, Канаш чиркӗвӗн настоятеле (благочинный) отец Александр, Николай, Сергей тата ытти священниксем ,чиркӳ ҫыннисем хутшӑннӑ. Ҫавӑн пекех ялти Василий Великий святой ячӗпе хисепленекен чиркӗве уҫнӑ чухне Тӑвай район администрации пуҫлӑхӗ Димитриев Иван Егорович, ял администрации пуҫлӑхӗ Ванерке Владимир Алексеевич, «Красная Чувашия» колхоз председателе Данилов Анатолий Васильевич, шкул директоре Петров Владимир Васильевич тата ытти ял халӑхӗ йышлӑн хутшӑннӑ.

Ҫӗнӗ чиркӗве тунӑ ӗҫре Канаш чиркӗвӗн настоятеле отец Александр, Георгий, Николай аттесем, ялти турра ӗненекен хӗрарӑм Тамара Михайлова, халӑхран укҫа-тенкӗ пухас енӗпе; ял администрации пуҫлӑхӗ Ванерке В.А. нумай тӑрӑшнӑ. «Красная Чувашия» колхоз чиркӳ тума стройматериалсем парса тата унта стройкӑра ӗҫлекенсене укҫа-тенкӗ тӳлессин пӗр пайне хӑй ҫине илсе чылай пулӑшнӑ. Ялти уйрӑм ҫынсем те чиркӳ тума харпӑр хӑй шучӗпе укҫа-тенкӗ чылай панӑ.

Чиркӳ   виҫисем.

Чиркӳ ҫурчӗ кирпӗчрен. Купол пайӗ йывӑҫран. Сакӑр кӗтеслӗ. Чиркӳн икӗ купол. Иконостас тӑватӑ яруслӑ, ҫӳллӗшӗ 5,80 м. Чиркӳ тӑршшӗ - 24,07 м.; сарлакӑшӗ - 8,41 м.; тӗрлӗ ҫӳллӗшӗсем: Алтарь - 3,45 м, (сарлакӑшӗ - 6,10 м, тӑршшӗ - 5,50 м); кӗлӗ пӳлӗмӗ - 3,88 м, колокольньӑн пӗрремӗш ярусӗ - 3,86 м, иккӗмӗш ярусӗ - 3,92 м, виҫҫӗмӗш ярусӗ - 2,85 м, колокольня пӗтӗмӗшле карниз таран - 10,63 м; чиркӳ ҫурчӗ колокольньӑпа пӗрле карниз таран -14,51 м.

1996 ҫ. кӑрлач уйӑхӗн 7 - мӗшӗнче, Христос ҫуралнӑ кунне хисеплесе, ятарлӑ служба иртнӗ. Службӑна чиркӳ пачӑшки пулма ҫирӗплетнӗ Георгий атте ирттернӗ. Кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче чиркӳре Василий Великий святойӑн кунӗнче чиркӳ престолӗн уявне чысласа, Георгий атте служба ирттернӗ. Малалла чиркӳ аталанса пынӑ, чиркӳре службӑсем иртнӗ. Ҫӗнӗ чиркӳ ӗҫлеме пуҫласассӑн, ялти паллӑ ҫын, Григорьев Павел Григорьевич, чиркӳре Престол ҫине хумалли кӗмӗл хӗресе чиркӗве тавӑрса панӑ. 1914 ҫулта хута янӑ чиркӗвӗн никӗсӗ ҫине хурса хӑварнӑ тимӗртен тунӑ пысӑк хӗресе, ялти музейран чиркӗве тавӑрса панӑ. Ӑна алтарьти Престол ҫумне хунӑ. Ҫавӑн пекех чиркӳри пысӑк пӑхӑр турилккепе пӗчӗк хӗресе те, Димитриева Аня тавӑрса панӑ, вӗсем Димитриева Серафима (Ҫеруҫ аппа) килӗнче упраннӑ.

1996 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Чӑваш Республикин Президенчӗ Н.В.Федоров Енӗш Нӑрваш ялӗнче шкулта, колхозӑн тӗрлӗ объекчӗсенче пулнӑ, ҫавӑн пекех ялти чиркӗве кӗрсе ҫуртасем ҫутнӑ, турра ӗненекенсемпе курса калаҫнӑ.

Чиркӳ малалла ӗҫлесе пынӑ пулин те чиркӳре пысӑк чан пулман. Ҫав тапхӑрта район администрации пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ А.В.Данилов чирку ҫынннисемпе тӗл пулнӑ. Турра ӗненекенсем ҫак пысӑк ыйтӑва ун умне лартнӑ. Анатолий Васильевич чиркӳ ҫыннисене пулӑшма тата тӑкаксене хӑй ҫине илме сӑмах панӑ. 2000 ҫулхине А.В.Данилов хӑй укҫипе туяннӑ 100 килограмм таякан пысӑк чана Нӑрваш чиркӗвне парнеленӗ. Чана хатӗрлесе тата турттарса яла илсе килес ыйтупа ял администрации пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ В.Н.Алексеев чылай тӑрӑшнӑ.

2006 -мӗш ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 6 - мӗшӗнче Енӗш Нӑрвашри чиркӗве «Сӑпайлӑха тинкер» -«Призри на смирение» Турамӑшӗн турӑшне Киевран илсе ҫитернӗ. Маларах турӑш Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш чиркӗвӗсенче пулнӑ. Асамлӑ турӑша Енӗш Нӑрваша илсе килмешкӗн Канаш чиркӗвӗн настоятеле Александр атте тата Георгийпе Николай аттесем нумай тӑрӑшнӑ. Чӑваш ҫӗрӗ ҫине «Сӑпайлӑха тинкер» - «Призри на смирение» Турамӑш турӑша илсе килесси -паллах митрополит Варнава тӑрӑшмасӑр пулман.

Хальхи вӑхӑтра Енӗш Нӑрваш чиркӗвӗнче Георгий атте пачӑшкӑ тата алтарьте пулӑшакан Александр Мижеев ӗҫлесе пыраҫҫӗ, кӗлӗсем вуланӑ чухне чиркӳре куллен пулӑшаканӗсем Лекҫей пичче, Галина Васильевна тата Федосияпа Саня аппасем. Майраслова Валентина Порфирьевна чиркӗве ҫӳрекен халӑха ҫурта, хӗрес, икона сутса тивӗҫтерет, чиркӳри кулленхи ӗҫре Георгий аттене пулӑшса пырать.

Канаш благочиненче пӗртӑвансем Павлов Николай Ивановичпа Мидюков Алексей Анатольевич аттесем (Енӗш Нӑрвашран) службӑсем ирттереҫҫӗ. Ҫавӑн пекех Георгий атте йӑмӑкӗн мӑшӑрӗ Сергей атте (Урмартан) те чиркӳре службӑра тӑрать.

Хыҫсӑмах.

Енӗш Нӑрваш чиркӳ историне тишкернӗ май ҫапла та калама пулать: чиркӳ ял историнче пысӑк вырӑн йышӑнать. Чиркӳсен кун-ҫулӗ, шӑписем такӑр пулман. Ялти пӗрремӗш чиркӗвӗн ӳкерчӗкӗ упранса юлман. Иккӗмӗш чиркӗвӗн ӳкерчӗкӗ, 1927 ҫулта ӳкернӗскер, чӑваш кино фондӗнче тулли мар ӳкерчӗкӗ упранать. Енӗш Нӑрваш ял истории кӗнекине те ҫав ӳкерчӗке кӗртнӗ. Чиркӳрен клуб туса хунӑ вӑхӑтри сӑн ӳкерчӗкӗсем ялти ҫынсен альбомӗсем ҫинче те сайра тӗл пулаҫҫӗ. Чиркӳ пачӑшкисем вӗренсе ятарлӑ пӗлӳ илнӗ ҫынсем пулнӑ.

Чӑвашсене ҫутта кӑлараканӗ И.Я.Яковлев уҫнӑ шкулсем ҫумӗнче час-часах чиркӳсем е чиркӳсем ҫумӗнче шкулсем пулнӑ. Хӑйне май вӗсем пӗр- пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса тӑнӑ.

Енӗш Нӑрваш чиркӳ историне ял истории кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ (2005 ҫ.). Ҫавах та, чирку пачӑшки Георгий атте ыйтнипе, чирку историне тӗплӗнрех тӗпчесе, ҫӗнӗ фактсемпе пулӑмсем хушса ҫырса хатӗрленӗ. Ҫакӑ ҫырав ӗҫӗ чирку историне малашне татах та тарӑнрах тӗпчесе ҫырма май парӗ.

Петров В.В. музей заведующийӗ

Яншихово-Норвашский территориальный отдел

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика