Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » _Çĕнтерÿ 70 çул пулнине халалланă шкулти акци

10:45 10 апреля 2015 г.

ЧР Елчĕк районĕн Кивĕ Эйпеç тĕп шкулĕнче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче Совет салтакĕсем çĕнтерÿ тунăранпа 70 çул çитнине халалланă акци иртрĕ. Унта шкул ачисем хăйсен мăн аслашшĕсем çинчен материалсем  пухса сочиненисем çырчĕç. Чи хастаррисем – 5-мĕш класс вĕренекенĕсем пулчĕç. Халĕ хăш-пĕр ĕçсемпе паллашма сĕнесшĕн.

«Манăн мăн асатте вăрçăра пулнă» сочинени

Манăн мăн асатте – Сусметов Тихон Яковлевич. Вăл 1905-мĕш çулта Кивĕ Эйпеç ялĕнче çуралнă, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин пĕрремĕш кунĕсенчех фронта тухса кайнă. Асатте мана çапла каласа паратчĕ: «Мăн аслаçу Ленинград блокадинче пулнă. Вĕсем пĕр эрне таранччен ним те çимесĕр пурăннă. Стена çуласа кăштах хырăмĕсене йăпатнă, пăртак çăкăр çикеленĕ. Мăн аслаçу виçĕ хутчен аманнă. Юлашкинчен, йывăр амансан, ăна киле янă. Мăн аслаçу утаймасăр килте чылай ларчĕ».  Суранĕ ÿт илсен вара вăл тимĕрçĕ пулса ĕçленĕ. Ял-йыш ăна хисепленĕ, ылтăн алăллă пулнă теççĕ. Киле валли те япаласем ăсталанă. Паянхи кун та эпир çак япаласемпе усă куратпăр.

Сусметова Анастасия, 5-мĕш класра вĕренекен

Манăн мăн  кукаçи  – Перепёлкин Петр Константинович. Вăл 1917-мĕш çулта Патăрьел районĕнчи Анат Туçа ялĕнче çуралнă, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçлансан 24-ра пулнă. Ǎна малтанхи çултах вăрçа илсе кайнă. 1943-мĕш çулхине плена лекет. Ǎна унта питĕ йывăр пулнă. Хĕллехи кун сивĕ картара пурăннă вĕсем, апачĕ те лексех кайман. Лашапа илсе килнĕ шăннă купăста çитернĕ, иртен пуçласа каçчен окоп чавтарнă вĕсене. Йĕри-тавра йытăсемпе сыхланă пулин те вĕсем виççĕн тарма пултарнă, путлăх витĕр темиçе кунран хамăрăннисем патне çитнĕ. Путлăхра пĕр юлташĕ путса вилнĕ. Хамăрăннисем ыйтусем парса тĕпченĕ хыççăн каллех çапăçăва кĕнĕ. Манăн мăн асатте питĕ паттăр салтак пулнă, эпир ăна нихăçан та манмастпăр!

Новикова Карина, 5-мĕш класра вĕренекен

Манăн мăн асатте  – Харитонов Деомид Игнатьевич. Вăл 1916-мĕш çулта Елчĕк районĕнчи Питтĕпел  ялĕнче çуралнă. Асатте  20 тултарсан салтака кайнă, салтакран вăрçа лекнĕ. Вăрçăра вăл повар пулса салтаксене апат çитернĕ. Нимĕçсене çĕнтернĕ хыççăн асатте тÿрех Яппун вăрçинче пулнă. Киле 1946 çулта таврăннă, ун хыççăн Мускава ĕçлеме кайнă. Вăл 1985-мĕш çулта вилнĕ. Ман мăн асатте  – Харитонов Деомид Игнатьевич  –  паттăр салтак, вăрçă ветеранĕ пулнă.

Перцев Александр, 5-мĕш класра вĕренекен

Манăн мăн асатте Павлов Сергей Павлович ятлă пулнă. Вăл 1907-мĕш çулта Кавал ялĕнче çуралнă та 1944 -мĕш çулта вилнĕ. Мăн асаттен 5 ача пулнă. Унăн арăмне Павлова Валентина Кузьминична тесе чĕннĕ. Мăн асатте 7 çула Украинăна тухса кайнă. Унтан килнĕ хыççăн ăна колхоз председательне лартаççĕ. Хăйĕн ĕçне вăл юратса тунă. Ǎна халăх шаннă. Вăрçă пуçлансан вăл хăйĕн ирĕкĕпе вăрçа тухса каять. Анчах ун килĕнче 5 ачи тăрса юлать. Асатте çемйинче вара 4 ача çитĕннĕ, вăл халĕ те хăйĕн ашшĕн паттăрлăхĕ çинчен каласа парать. Эпир мăн асаттене пурте чăн- чăн паттăр тесе шутлатпăр.

Павлова Юлия, 5-мĕш класра вĕренекен

 

2015 çулхи ака уйăхĕ, Федорова Е.С. вĕрентекен

МБОУ "Байглычевская ООШ" Яльчикского района

Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика