16:02 24 июля 2015 г.
Чăваш халăхĕн вăрăм кун-çулĕ пуян та çав тери кăсăклă. Унăн культуринче, пурнăç йĕркинче, чĕвĕл-чĕвĕл чĕлхинче ĕмĕрсем тăршшĕнче нумай-нумай улшăну пулса иртнĕ. Чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе тĕрлĕ сĕршывсем интересленеççĕ. Çак кунсенче Тенеяльне Литва республикинчен çамрăк тĕпчевçĕ килсе курчĕ. Вăл пирĕн ялта тĕне кĕмен чăвашсем пурăннине пĕлет иккен, вĕсен йăли-йĕркине тĕпчесе пĕлесшĕн. Чăвашсен авалхи çипуçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ, чÿк тата киремет вырăнĕсем çинчен ыйтса пĕлчĕ. Тивĕçлĕ канури Клавдия Ахтямова (унăн мăшăрĕ тĕне кĕмен чăваш) ялти ватăсем патне илсе çÿрерĕ çамрăк тĕпчевçе, культура çуртне илсе çитерчĕ. Эпир, культура ĕçченĕсем, хамăр пултарнă таран ялти тĕне кĕмен чăвашсем, вĕсен йăли-йĕркисем çинчен каласа кăтартрăмăр. Роза Анатольевна тăрăшнипе ялти клубра пĕр ĕмĕр каялла килте тĕртсе тунă пиртен çĕленĕ кĕпесем тата сурпансем упранаççĕ. Роза Ермолаева хăй тунă хушпупа паллаштарчĕ. Çамрăк тĕпчевçĕ чăваш хĕрарăмĕн тумĕпе питĕ кăсăкланчĕ. Хăй мĕн курнипе çав тери тĕлĕнчĕ те, савăнчĕ те. Чăваш тумĕн кашни çĕввине, тĕррине ÿкерсе илчĕ вăл. Хăнана чăваш сурпанĕ тата пушăтран хуçса тунă çăпата парнелерĕмĕр. Асăнмалăх çамрăк хĕре чăвашла тумлантарса ушкăнпа сăн ÿкерттертĕмĕр.
Индырчский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Янтиковского муниципального округа