Сабанчинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » 12:21_ Раççей халăх çыравĕ

00:00 26 марта 2009 г.

           2010 -мĕш çулта пĕтĕм Раççей шайĕнче халăх çыравĕ иртессине пурте пĕлетпĕр. Çырав ирттересси питĕ кăткăс та яваплă ĕç пулса тăрать. Кун пирки пĕтĕм тĕнчери халăхсен пĕрлешĕвĕн (ООН) Экономикăпа Халăх Канашлăвĕ те ятарлă резолюции кăларнă: 2005 - 2014 çулсем халăха тата пурăнмалли фонда шута илмелли тапхăр, çав шутра 2010 çул-халăха шута илес тĕлĕшпе тимлемелли вăхăт. Мĕншĕн ирттереççĕ-ха çак ĕçе? Экономикăна аталантармалли плана туллин хатĕрлеме, халăх нушисене тупса палăртма, экологинче, политикăра пулса иртекен пулăмсене тĕпчеме кирлĕ çак Çырав ĕçĕсем. 2010-мĕш çулта пулса иртекен Раççей шайĕнчи халăх çыравĕн пĕтĕмлетĕвĕсем пĕтĕм тĕнчипе иртекен программăна кĕрĕ, унăн пĕр пысăк пайĕ пулса тăрĕ. Халăха шута илес ĕçĕсем пирĕн эрăччен авалхи вăйлă аталаннă çĕршывсенче те (Перси, Греции, Китай, Рим çĕршывĕсенче) иртнĕ. Раççейре те 16, 17 -мĕш ĕмĕрсенче халăха шута илес ĕçсем пулса иртнĕ, анчах та пĕрремĕш тĕплĕ çырав ĕçĕсем 1897 çулхи февраль уйăхĕнче иртнĕ. 2008 çулхи 7 -мĕш февральте Раççей çĕршывĕнче пĕрремĕм Çырав ирттернĕренпе 110 çул çитрĕ. Çак ĕçе йĕркелесе пыраканĕ, методикине хатĕрлекенĕ пĕтĕм тĕнчипе паллă ăсчах, географ, çулçỹревçĕ Семенов-Тянь-Шанский пулнă. Каярах,1926-мĕш çулта, пĕтĕм Раççей масштабĕпе пĕрремĕш çырав ĕçĕсем иртеççĕ. Çак çырав тĕпчевĕсене 1928-1933 çулсенче пĕтĕмлетсе 56 кĕнекепе пичетлесе кăларнă.

           Çитес халăх çыравĕ 2010-мĕш çулхи октябрĕн 14-22-мĕшĕсенче иртет. Çакăн пек яваплă ĕçе кирлĕ шайра ирттерес тесе тимлеççĕ халĕ ял тăрăхĕсенче. Хатĕрленỹ тапхăрĕнче Тăрăм ял поселенийĕнче те тĕрлĕ ĕçсем туса иртеççĕ: ятарлă комиссии туса хунă, 2009-2010 çулсем валли план хатĕрлесе çИрĕплетнĕ, администрации ĕçченĕсем ялсенче пулса иртекен пухусенче халăха çырав çинчен тĕплĕн каласа ăнлантарассипе тимлеççĕ. Клубсенче, библиотекăсенче ятарлă стендсем çакнă. Администрацинчи паспорт служби те çынсем вăхăтра пропискăна тăрасси тата пропискăран тухассине тĕрĕслесе тăраççĕ. 2008 çулта ултă ялта та урамсен ячĕсене çĕнĕрен çырса çапнă, çак вăхăтра вара çуртсен номĕрĕсене çĕнетес, çуккисен вырăнне çĕннисене çакас ĕç пырать. Çуртсем çине çакакан номерсен пĕлтерĕшĕ пысăккине каламасăрах пурте пĕлетпĕр: медицина ĕçченĕсене, пушар сỹнтерекенсене ялсенче кирлĕ çурта часрах тупса кирлĕ пулăшу пама пулăшать. Халĕ, 21-мĕш ĕмĕрте, пур учрежденисенче те документсене кирлĕ шайра туса пыраççĕ: кашни çуртăн хăйĕн адресĕ пур, апла пулсассăн, çурт çинче унăн палли-номерĕ--çакăнса тăмаллах.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика