Новошимкусский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чӑваш пулнипе мӑнаçлан

11:16 25 апреля 2017 г.

 Ака уйӑхĕн 25-мĕшĕ - чӑваш чĕлхи кунĕ. Ҫак куна халалласа Ҫĕнĕ Пӑвари ял вулавӑшне «Илемпи» ача-пӑча садне çурекен кĕçĕн тата аслӑ ушкӑнри ачасем пуçтарӑнчĕç. Вĕсене библиотекарь Зоя Шумилкина «Чӑваш пулнипе мӑнаçлан» кĕнекесен куравĕпе паллаштарчĕ. Куравра кĕçĕн çулхи ачасем валли çырнӑ И.Я.Яковлев «Уçӑлма тухнӑ шӑши çури», «Ҫитĕннĕ вӑхӑт», Е. Жачева «Чувашская вышивка в школе», А. Тарасов «Чӑваш кĕпи», А. Смолин «Асамлӑ азбука», А. Юрату «Алфавит А-Я» тата ыттти чӑваш çыравçисен  кĕнекисене вырнаçтарнӑ.

Ачасем тупмалли юмахсен ыйтӑвĕсем çине те пурте пĕр харӑс тĕрĕс хурав пама тӑрӑшрĕç. Наталия Зайцева, Алиса Пупина, Эмеля Ласточкина, Ангелина Емельянова, Маша Купташкина чӑвашла сӑвӑсем каласа савӑнтарчĕç. Антонина Смирнова  воспитатель Иван Яковлевӑн, мухтавлӑ вĕренткенĕн, ачалӑхĕпе çамрӑклӑхĕ çинчен калакан «Ҫитĕннĕ вӑхӑт» кĕнекери  сыпӑкĕсене вуласа пачĕ.

 Иван Яковлевӑн тӑрӑшулӑхĕ, çирĕп кӑмӑлĕ çамрӑк вулакансемшĕн ырӑ тĕслĕх пулса тӑрĕ. Вӑл ачаранах тӑван халӑха, чĕлхене, культурӑна юратма, тытнӑ тĕллев патне çирĕппĕн утма хавхалантарса тӑрĕ.    

Новошимкусский территориальный отдел Яльчикского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика