15:32 04 апреля 2017 г.
«Елчĕк районĕ – чăвашлăх утравĕ», - çакăн пек каланине пĕрре мар илтнĕ Чăваш Енри паллă çынсенчен те. Ку чăнах та тĕрĕс. Чăвашла пичетленсе тухнă кашни ҫĕнĕ кĕнеке, журнал вара - пуриншĕн те пысăк савăнăҫ, парне.
Мĕн пытармалли пур, çĕнĕ технологисем пурнăçа кĕрсе пынă май кĕнеке патне туртăнакансен йышĕ майĕпен чакать. Кĕнеке вулама пит юратсах кайман ăру ҫитĕнсе пынă май, пурнăҫ тĕллевне курсах кайманнисем пушшех йышлăланас хăрушлăх пысăк. Телевизор, интернет, компьютер тĕнчипе чăн пурнăҫ пачах та уйрăм. Ҫитĕнекен ăру пурнăҫ тĕллевне шыраса тĕрлĕ ҫулсемпе аташса ан ҫӳретĕр тесен ҫыравҫăсен, учительсен, библиотекăпа чиркӳ ĕҫченĕсен влаҫ тытăмĕпе пĕрле ĕҫлемелле. Ҫакна тĕпе хурса, апрелĕн 18- мĕшĕнче Елчĕкри тĕп библиотекăпа Курнавăш ял библиотекинче вулакансемпе Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава пиллĕхĕпе тухакан «Ырă ХЫПАР» журнал редакторĕ Вера Савельевăпа тата Любовь Мартьянова сăвă ăстипе тĕлпулу палăртнă.
Паллă журналист, филологи наукисен кандидачĕ Вера Савельева «Тăвар сапнă суран» кĕнеке авторĕ. Кĕнекен тĕп теми - наркомани серепине лекни мĕн пур ҫывăх ҫынсемшĕн пысăк инкек пулса тăни, вĕсен пурнăҫне ĕмĕрлĕхе ҫапса хуҫни. «Ача-пăча ӳстересси вутра ҫуннă пек»,- тенĕ ваттисем. Ҫут тĕнчене килнĕ пĕчĕк чун малтан йĕрсе канăҫсăрланать, пысăкланнăҫемĕн хуйхи хушăнса пырать. Ачасем тăнлă ӳсччĕр, ҫемьере ăшăлăхпа юрату ҫăлкуҫ пек тапса тăччĕр тесен мĕн тумалла-ха ашшĕ-амăшĕн, ҫумри ҫынсен, влаҫ тытăмĕн? Амăшĕпе Ашшĕн ҫулталăкĕнче ҫак ыйту ҫине хурав тупар-и пурте пĕрле?
Новошимкусский территориальный отдел Яльчикского муниципального округа Чувашской Республики