Малотаябинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Каçсерен аннепе вулатпăр

15:12 15 мая 2017 г.

Таяпа Энтринчи ял вулавăшĕнче паян хăнара Ванюшинсен çемьи пулчĕ. Ирина Васильевнан ачисем, хăйĕн пекех, питĕ вулама юратаççĕ. Диана хĕрĕ сăвва-юрра та питĕ ăста. Андрейпа Савелий йĕкĕреш ывăлĕсем, ача садне çеç çÿреççĕ пулин те, вулавăша час-часах кĕрсе тухаççĕ. «Каçсерен аннепе вулатпăр», - теççĕ хавассăн.

Паянхи тĕлпулăва çемье кунне халалларăмăр. Уяв кунне паллă тума тытăнни, çемьери йăла-йĕркесене пăхăнса пурăнни кил-тĕрĕшре килĕшÿ, ăнланулăх аталантарма пулăшни çинчен калаçрăмăр.

Ирина Васильевна А. Миллинăн «Пурнăç кустăрми», «Пĕчĕк чÿречеллĕ пÿрт» кĕнекесенчи сыпăксемпе паллаштарчĕ. Диана М. Карягинан «Ылтăн пан улми» кĕнекери «Лайăх аппа» калава вуласах пачĕ. Шăллĕсем вăл вуланине питĕ тимлĕ итлерĕç. Унтан «Чĕрĕп» журналти ÿкерчĕке сăрлама пикенчĕç.

Ваттисен сăмахĕсене, тупмалли юмахсене те аса илтĕмĕр.

Çавра сĕтел хушшинчи калаçу пурин кăмăлне те кайрĕ.

Малотаябинский территориальный отдел управления по благоустройству и развитию территорий администрации Яльчикского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика