11:39 09 февраля 2017 г.
Чăваш Республикин Пуçлахĕн Михаил Игнатьевăн указĕпе килĕшÿллĕн 2017 çула Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ тесе йышăннă. Чăннипех те, хамăра пурнăç парнеленĕ çынсем яланах чи çÿлте тăмалла.
Кĕçĕн Таяпари библиотекăра Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалласа кăçал тĕрлĕрен мероприятисем ирттерме палартнă. Февралĕн 9-мĕшĕнче вулавăшра «Атте-анне - кил ăшши», ятлă кĕнекесен куравĕ уçăлчĕ. Кураври кĕнекесем анлă пурнăç çулĕпе аттепе аннепе пĕрле утса тĕрлĕ йывăрлăха çĕнтерме, аттепе анне чи хаклине асра тытма, вĕсене упрама верентеççĕ. Кунти çÿлĕксенче кĕнекесемпе пĕрлех алăпа ăсталанă тĕрлĕрен япаласем вырнаçтарнă. Вулавăш ертÿçи С.Агеева курма килнисене бисертан, хăва хуллинчен, йывăçран, хутран, мамăкран ăсталанă илемлĕ экспонатсемпе паллаштарчĕ, вĕсене ăсталама вĕренме çĕнĕ кĕнекесем сĕнчĕ. Шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен А.Иванова ачасене атттепе анне çинчен тĕрлĕрен ваттисен самахĕсемпе, каларăшсемпе паллаштарчĕ, Г.Н.Волков çырнă «Кил илемĕ» кĕнекери сыпăксене аса илтерчĕ. Çавăн пекех вулавăшра «Аттепе Аннен ăста аллисем» ятлă курав та ĕçлет. Кунта Культура çуртĕнчи тата библиотекăри кружоксене çÿрекенсен алăпа хатĕрленĕ ĕçĕсене таратнă.
Çĕнĕ куравпа паллашма пурне те хапăл туса кететпĕр.
Малотаябинский территориальный отдел управления по благоустройству и развитию территорий администрации Яльчикского муниципального округа