Малотаябинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » _Вести поселений: «Олимп çулĕ такăр мар» калаçу сехечĕ

09:25 12 ноября 2015 г.

Чÿк уйăхĕн 24 -мĕшĕнче пирĕн паллă ентешĕмĕр – СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, 1956 çулта Мельбурнта пулса иртнĕ çуллахи Олимп вăййисен бронза призерĕ, Европа чемпионĕ Ардалион Васильевич Игнатьев çуралнăранпа 85 çул çитет.

         Республика, район шайĕнче унăн юбилейне халалласа тĕрлĕ меропияти иртет. Чÿк уйăхĕн 11-мĕшĕнче Кĕçĕн Таяпари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта «Олимп çулĕ такăр мар» калаçу сехечĕ иртрĕ. Физкультура вĕрентекенĕ М.П.Скворцов олимпиецпа курса калаçнă, унăн патĕнче  тренировкăсенче пулнă вăхăтсене кăмăллăн аса илчĕ. Игнатьевăн чупу техники  пирки тĕплĕн каласа пачĕ.

         Тăван ен культури предметне вĕрентекен А.А.Иванова А.В.Игнатьевăн пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе паллаштаракан презентаци кăтартрĕ. «Игнатьев» кроссворд ачасен тавра курăмне, тавçăрулăхне кăтартса пачĕ.

         Кĕнеке куравĕ те ачасемшĕн питĕ усăллă пулни курăнчĕ. Ачасем А.Игнатьев çырнă «Пурнăçланнă ĕмĕт» кĕнекери аса илÿсемпе те паллашрĕç. Мероприяти вĕсемшĕн питĕ усăллă иртрĕ.

Малотаябинский территориальный отдел управления по благоустройству и развитию территорий администрации Яльчикского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика