Лащ-Таябинский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » _Хавхалану ҫăл куҫĕсем

11:45 29 февраля 2016 г.

     Йăлана кĕнĕ тăрăх, кашни ҫулах районта «Хавхалану ҫăл куҫĕсем» фестиваль-конкурс иртет, хальхинче вăл  Яманчурелĕнчи культура ҫуртĕнче  иртрĕ. Кăҫал ăна кино тата ĕҫ ҫыннин ҫулталăкне халалланă.   Концерта ЛашТаяпа ял тăрăхĕнчи кашни ялтан пултарулăх ушкăнĕсем хутшăнчĕҫ. Ертсе пыраканĕ  Лаш Таяпа шкулĕнче 11 класра вĕренекен Стелла Абдулкина пулчĕ.

   Концерта Лаш Таяпа ял тăрăхĕнчи культура работникĕсем тата пултарулăх коллективĕсен пĕрлештернĕ хорĕ пуҫларĕ.  Вăл  Н.Красновăн «Калăр-хатăвансем» юррине янраттарчĕ.  Ун хыҫҫăн сцена ҫине Яманчурелĕнчи «Эткер» фольклор ушкăнĕ тухрĕ. Хĕрсемпе хĕрарăмсен уҫăс асси, Матвеев Александр купăсҫăн вăййи куракансен кăмăлне тыткăнларĕ. Лаш Таяпари «Тайпи» фольклор ушкăнне, Шăмалакри «Туслăх» хĕрсен ушкăнне тата Яманчурелти «Шурчул» ансамбĕле те куракансем тăвăллăн алă ҫупса кĕтсе илчĕҫ. Концерт программи тĕрлĕ жанрпа пуян пулчĕ, Шăмалакри Зоя Кулакова хăй ҫырнă сăввисене вуларĕ, Валентина Сидоровапа Александр Чернов «Ҫĕр виҫевҫин юрри» юррине юрласа пачĕҫ.  Ун хыҫҫăн  вĕсем куракансене килти сăрапа тата ăшă пĕлĕмпе сăйларĕҫ. Лариса Казначеева шӳчĕсем концерта хăйне евĕрлĕ илем кӳчĕҫ.

Концерта ҫамрăк артистсемте хутшăнчĕҫ. Яманчурелти «Сармантей» ача-пăча фольклор ушкăнĕ кашни ҫулах хăйĕн пултарулăхĕпе тĕлĕнтерет, кăҫалта ачасем ҫĕнĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕҫ куракансене. Ҫавăнпекех Вăрăмхăвари Лиза Казначеева К.Ивановăн «Нарспи» поэма сыпăкне чуна пырса тивмелле вулани, вырăс халăх юррине шăнкăрав пек сассипе янраттарни, Олег Московский купăс калани халăха тĕлĕнтерчĕ те савăнтарчĕ те. Сăмах май, Лиза Казначеева нумай  конкурса хутшăнать, тĕрлĕ шайри дипломсемпе грамотăсем илме тивĕҫет. Дима Ермолаевпа Слава Васильевăн  «Домовенок» ташшине те ăшшăн кĕтсе илчĕҫ залра ларакансем. Ҫĕнĕ Эйпеҫрен килнĕ Виктория Романова пĕр-пĕр чаплă артистран та ирттерет темелле, вăл юрланă  вырăс халăх юррине тăваллăн алă ҫупса йышăнчĕҫ. Кино ҫулталăкне халалласа Лаш Таяпаран килнĕ Мария Михеева «Крылатые качели» юрра юрласа савăнтарчĕ. Мероприятие илем кÿртекен тепĕр ушкăн вăл -  «Сударушка». Çак ушкăнри хĕрсем ҫине пăхса ытармалла мар, пурте ҫĕнĕрен ҫĕлеттернĕ илемлĕ вырăс халăх тумĕсемпе тухса çĕнĕ «Ой, вставала я ранешенько», «Ой, Семеновна» юррисене савăнăçлă, чуна тыткăна илекен илемлĕ сассисемпе шăрантарчĕç.

   Ĕҫ ҫыннин ҫулталăкне халалланă концертра тава тивĕҫлĕ ята илнĕ ҫынсене те саламласа юрăсем янăрарĕҫ.

   Тав сăмахĕсем каласа тулли кăмăлпа саланчĕҫ  курма килнĕ ҫынсем. 

ФОТОХРОНИКА

Лащ-Таябинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники

429394, Чувашская Республика, Яльчикский район,

с. Лащ-Таяба, ул. Почтовая, д. 7. Электронный адрес: lasch-tayab@cap.ru

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика