11:31 04 февраля 2017 г.
Тĕнче литературинче сумлă ят хăварнă чăваш халăх поэчĕ Петр Петрович Хусанкай çуралнăранпа 2017 çулхи кăрлач уйăхĕн 22 – мĕшĕнче çĕр вунă çул çитрĕ. Сумлă çыравçа, унăн сăввисемпе поэмисене пĕлмен, вуламан чăваш çук та пулĕ. «Аптраман тавраш», сăвăлла роман, «Магнии ту», «Таня» тата «Тăван çĕршыв» поэмăсем, «Тилли юррисем» сăвă ярăмĕсем чăваш литературин пуянлăхĕ, халăх кăмăлласа вулакан хайлавсем пулса тăчĕç.
Петĕр Хусанкай – чăваш поэзийĕн чи çутă çăлтăрĕ. Ку ята поэт тахçанах тивĕçнĕ. Чаплă та сумлă поэтăмăра чысласа «Чăваш Республикин учителсен ассоциацийĕ» общество организацийĕн чăваш чĕлхипе литератури секцийĕ тата «Тантăш» хаçат П.П.Хусанкай пурнăçĕпе пултарулăхĕ тăрăх ăс- хакăл ăмăртăвĕ ирттерчĕç.
Икçĕре яхăн вулакан хушшинче Шăмалак ялĕнчи çамрăк вулакансен хушамачĕсем те пур. Вĕсем «викторинана хастар хутшăннине тата ыйтусене тĕрĕс хуравланине ĕнентерекен Сертификат илме тивĕçлĕ пулчĕç.
Питĕ интереслĕ пулчĕ. Вăйă – ăмăрту пурне те кăсăклантарчĕ.Вулакасем валли ялти вулавăшра тĕрлĕ тĕпулусем иртрĕç. Çĕнĕ çулчченех «Манăçми Хусанкай» ятпа йĕркеленĕ кĕнеке куравĕ умĕнче тăтăшах калаçусем иртрĕç Чăннипех те усăллă викторина пулчĕ ку пирĕншĕн. Ку таранччен вуламан произведенисемпе те паллашма тÿр килчĕ.
Тавах «Чăваш Республикин учителсен ассоциацийĕ» общество организацийĕн чăваш чĕлхипе литератури секцийĕнче вăй хуракансене тата «Тантăш» хаçат ĕçченĕсене П.П.Хусанкай пурнăçĕпе пултарулăхĕ тăрăх ăс- хакăл ăмăртăвĕ ирттернĕшĕн. Малашне те тăван чĕлхен сумне çÿллĕ шайра тытса тăрасса шанса тăратпăр.
Лащ-Таябинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округа