16:40 22 марта 2016 г.
Шăмалак ялĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулăн пĕрремĕш класра вĕренекен чиперуксем питĕ маттур. Вĕсем Валентина Александровна вĕрентекенпе тĕрлĕ конкурсене хутшăнаççĕ. Акă ĕнтĕ вĕренÿ çулĕн кулленхи кунĕпе киленсе пынă май, ача –пăча кĕнеки эрнинче ялти вулавăша çитсе «Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш» сăвă вулакансен видеоконкурсне хутшăнас тĕллевпе видео ÿкертĕмĕр. Конкурса чăваш чĕлхине аталантарас, ачасене мĕн пĕчĕкрен тăван чĕлхе илемне туйма вĕрентес, хăйсен пултарулăхне аталантарма хăнăхтарас, аслисене ку ĕçе активлăрах хутшăнтарас тĕллевпе йĕркеленĕ. Çак пĕчĕк чиперуксем чăваш халăхĕн поэчĕсен, уйрăмах К.В.Иванов çырнă «Нарспи» поэма сыпăкĕсене вуласа савăнтарчĕç. Конкурса пирĕн «Чиперуксем» чи маттуррисен шутĕнче пуласса шанса тăратпăр.
Çакăн пек конкурс ăста йĕркелеме пултарнишĕн Чăваш чĕлхин инçет вĕренÿ центрĕнче, Чăваш наци конгресĕнче тата Чăваш халăх сайчĕнче ĕçлекенсене, тав сăмахĕ калас килет.
В. Усанова
Елчек районĕ
Шăмалак ялĕ
Лащ-Таябинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округа