15:54 17 марта 2016 г.
2016-мĕш çул - Ĕç çыннин çулталăкĕ. Яманчÿрелĕнчи культура çуртĕнче шкул ачисемпе «Ĕç - çынна илем кÿрет!» электронлă презентаци ирттернĕ. Ачасем уй-хирте тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ çĕрте вăй хунă сумлă çынсемпе тата Яманчÿрелĕнче ĕçпе палăрнă çынсемпе паллашнă.
Н.П.Кириллов - ЧР тава тивĕçлĕ строителĕ;
Н.П.Павловпа В.А.Сергеев - ЧР тава тивĕçлĕ механизаторĕсем;
И.В.Васильев - ЧР ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ;
И.П.Ермакова - ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ;
Н.Г.Смирнова - ЧР тата РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ;
В.П.Комиссаров - ЧР тата РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕÿченĕ, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультечĕн доценчĕ, филологи наукисен кандидачĕ.
О.А.Кириллов - И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ, экономика наукисен кандидачĕ;
Ю.В.Корнеева - ?Павлова/ экономика кандидачĕ.
Ялта çакăн пек сумлă çынсем пурришĕн пирĕн мухтанмалла тата савăнмалла. Юлашкинчен библиотекарь ачасене шкултан лайăх вĕренсе тухса
ялшăн юрăхлă çынсем пулма хушса каларĕ.
Лащ-Таябинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округа