15:31 01 февраля 2016 г.
Тулта сивĕ, çил-тăманлă çанталăк пулин те, Лаш Таяпари чиркĕве тăвас ĕç хĕл ларнăранпа пĕрре те чарăнман. Прихут çыннисем хăйсен вăйĕпе шалти ĕçсене пурнăçлаççĕ: пĕрисем сетка çапаççĕ, теприсем раствор хатĕрлеççĕ, виççĕмĕшĕсем штукатурка тăваççĕ. Ку ĕçре уйрăмах Çĕнĕ Эйпеçрен Владимир Петровпа Сергей Петров тăрăшса ĕçлеççĕ, вĕсене Людмила Федорова, Надеждăпа Владимир Ильинсем пулăшрĕç.
Ĕненекенсене йывăр вăхăтра Турă пăрахмасть, ырă çынсем урлă пулăшать. Ырă кăмăллă çынсем чиркÿ тăвас ĕçре тупăнсах тăраççĕ. Акă Çĕрпÿ хулинче пурăнакан Юрий Геннадьевич Мурзаев чиркÿ валли иконостас туса пама килĕшрĕ. Вăхăтĕнче педагогика пĕлĕвĕ илсе шкулта черчени, рисовани, ĕç урокĕсене вĕрентекен пулса ĕçленĕ, анчах 90-мĕш çулсенче ĕç урокĕсене чакарипе унăн шкултан пăрахма тивнĕ. Питĕ пултаруллă, ылтăн алăллă Юрий Геннадьевич сăваплă ĕçе кÿлĕннĕ. Вăл Çĕрпÿри Таса Турă Амăшĕн Хусанти турăшĕ ячĕллĕ чиркÿ çумĕнче мастерской йĕркеленĕ, унта иконостассем, кивотсем тата чиркÿре кирлĕ ытти япаласем йывăçран касса ăсталама пуçланă.
Иртнĕ 25 çул хушшинче Чăваш Республикинче çĕнĕ чиркÿсем уçăлса прихутсем аталаннинче Ю.Г. Мурзаевăн тÿпи те пысăк.
Хальхи вăхăтра мастер юлташĕпе, Сергей Николаевпа, Лаш Таяпа чиркĕвĕнче тăрăшса ĕçлет. Вĕсем ялăн пысăк та хитре çĕнĕ чиркĕвне тивĕçлĕ иконостас туса парасса шанса тăратпăр.
Силуан /Козлов/ иеромонах,
ЛашТаяпари Турă Амăшĕ çурални
ячĕллĕ чиркÿ настоятелĕ
Лащ-Таябинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округа