11:52 18 января 2016 г.
Яманчурелти культура ҫурчĕ ҫумĕнче ĕҫлекен «Сармантей» ача-пăча тата «Эткер» аслисен фольклор ушкăнĕсем авалхи ырă йăла-йĕркесене упраса хăварас тесе нумай ырă ĕҫ тăваҫҫĕ. Ваттисенчен ыйтса пĕлнĕ йăла-йĕркесене час-часах сцена ҫинче лартса параҫҫĕ. Хальхинче те кивĕ ҫĕнĕ ҫул каҫ ял халăхĕ клубра сурхури йăлине курса савăнчĕ. Ку йăлана авалтанах выльăх-чĕрлĕх тата тыр-пул туррисене ырăлантарас тĕллевпе ирттернĕ.
Малтанах сцена ҫине «Сармантей» ушкăн тухрĕ. Ачасем килĕрен киле ҫӳресе юрларĕҫ. Шаккаса: «Ман упăшка (арăм) мĕн ятлă», - тесе ыйтрĕҫ. Вĕсене кил хуҫисем йăвачапа, шӳтернĕ пăрҫапа хăналарĕҫ. Ун хыҫҫăн «Эткер» ушкăн членĕсем Тарье аппа патĕнче тĕрлĕрен юмăҫ ячĕҫ: кĕҫ атă ывăтрĕҫ, сурăх ури тытса пулас мăшăрĕ мĕнлерех пулассине пĕлчĕҫ, чăххи вара тулă сăхса ҫитес ҫул тырă-пулăллă пуласса шантарчĕ. «Эткер» ушкăн сцена ҫинче сурхури юррисем юрларĕ, ташăсем ташласа курса ларакансене савăнтарчĕ. Юлашкинчен пурне те сурхури сăрипе сăйларĕҫ.
Лащ-Таябинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округа