14:10 21 декабря 2015 г.
Иртнĕ шăмат кун, раштавăн 19 – мĕшĕнче, Шăмалакри культура çуртĕнче Раççейри Литература çулне, Чăваш енри К. В.Иванов çулталăкне уявласа вĕçлерĕç. Çак уява пирĕн ялти ырă пулăмсемпе, тăван ял çыннин кулленхи пурнăçĕпе кăсăкланса тăракан Чăваш культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, сăвăç - композитор, чăваш эстрада юрăçи Лидия Изекееева килсе çитрĕ. Пĕччен мар, унпа пĕрле культура çурчĕн сцени çинче Надежда Заводскова юрăç-композитор, чăваш эстрада çăлтăрĕсем Альбина Федорова-Пăрчăканпа Евгений Николаев пулчĕç. Хăйсен юрри -ташшисемпе ял халăхне савăнтарчĕç.
Ку хутĕнче Лидия Николаевна пуш алăпа килмен. Вăл темиçе çул каяллах, ял вулавăшĕ çумĕнче литература студийĕ уçма, Венера Усанва библиотекаре сĕнÿ панăччĕ. Кăçал, К.В.Иванов çулталăкĕнче, ялти вулавăшра «Ăраскал» ача- пăча литература студийĕ йĕркеленчĕ. Чăваш чĕлхине сума сăвакан шăпăрлансем, Шăмалакри вăтам шкулта вĕренекенсем, ял вулавăшĕн хастар вулаканĕсем, çулталăк хушши республика шайĕпе йĕркеленĕ мероприятисемпе конкурссене хутшăнса, пĕрре кăна мар çĕнтерÿçĕсем пулчĕç.
К.В.Иванов иксĕлми поэтăмăр юбилейне ирттерме асламăшсемпе – кукамăшĕсене, амăшĕсене ĕлĕкхи пир пусмасенчен чăваш тумĕсем хатĕрлеттерчĕç. Асăннă концертра вĕсем К.Иванов çырнă вилĕмсĕр «Нарспи» поэма сыпăкĕсене ял халăхĕ умĕнче вуласа пачĕç. Хастар вулакансене, Карина Лисовăна, Вероника Усановăна, София Шуйковăна, Валерия Черновăна, Юлиана Герсимовăна, Анита Ермаковăна, Лидия Изекеева Чăвашсен обществăпа культура центрĕн Тав çырăвне парса хисеп турĕ.Ашшĕ – амăшĕсене çакăн пек маттур ачасем çуратса ÿстернĕшĕн, чăваш чĕлхине, литературине, культурине юратма вĕрентсе пынăшăн тав турĕ. Культура ĕçченĕсене: ялти вулавăш ертÿçине В.К.Усановăна чăваш культурине ÿстерессипе ĕçленĕшĕн Чăваш Республикин писателесен союзĕн Хисеп хучĕпе чысларĕ, культура çурчĕн ертÿçине А.П.Ермаковăна концертсем йĕркелеме пулăшнăшăн Чăвашсен обществăпа культура центрĕн Хисеп хутне парса чыс турĕ. Ялти чи ватă хĕрарăм –аннене, Раиса Васильевна Ермаковăна Лидия Изекеева хăйĕн юррисен пуххине парнелерĕ. Çак кун, Çветтуй Микулай кунĕ, Коля ятлă арçынсене те парнесĕр хăвармарĕç, вĕсене юрăсем парнелерĕç.
Ял халăхĕ те парăмра юлмарĕ, юрăçсене тăвăллăн алă çупса саламларĕ, çитес çул, мартăн 8- мĕшĕнче çĕнĕ юрăсемпе килме йыхравларĕ.
Уяв программипе чăваш эстрада юрăçисем Яманчурелпе Çĕнĕ Эйпеç ялĕсенче те пулчĕç, илемлĕ юрăсем шăрантарса ял халăхне савăнтарчĕç.
Яльчикский район Чувашской Республики