Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Волковсен еткерлĕхне упрасси» «çавра сĕтел»

14:42 02 ноября 2013 г.

Тĕнче шайĕнчи халăх ăслайçи, этнопедагогикăна пуçарса яраканĕ Геннадий Никандрович Волков  академик çуралнăранпа юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче 86 çул çитрĕ. Çак кун Раççейри тĕрлĕ  регионта  ăна  асăнса нумай мероприяти ирттереççĕ.

Вăл вĕреннĕ  тăван шкулта  та, Аслă  Елчекре (халĕ ун ячĕпе хисепленсе тăрать),  çыхăннă  курăмлă  ĕçсем пулчĕç.

Волковсем пурăннă кил-çуртри хăш-пĕр  япаласемпе усă курса кунта музей-пÿлĕм уçрĕç. Унта  хутшăннă  И.Я.Яковлев  ячĕллĕ  Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчи Г.Н.Волков ячĕллĕ ăслăлăхпа тĕпчев инситучĕн директорĕ, педагогика наукисен докторĕ Людмила Кузнецова профессор, Аслă  Елчĕк  ял тăрăхĕн  пуçлăхĕ  Валерий .Афанасьев, академикăн  çывăх тăванĕ  Анатолий Молоствов  Волковсен еткерлĕхĕ   çĕнĕ  вырăнта  кун çути курнине пысăка хурса хакларĕç.

«Волковсен еткерлĕхне упрасси»  « çавра сĕтеле» хутшăнакансем малашнехи  тĕллевсене палăртрĕç. Ăсчахсем пурăннă кил-çурта тирпейлесе тăрасси, çулсерен ятарлă мероприятисем йĕркелесси тата ытти ыйту тавра усăллă та уçă  калаçу пулчĕ.

 

Большеяльчикский территориальный отдел Яльчикского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика