Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тăван çĕрĕн тусанĕ те тăван, пылчăкĕ те пылак

09:40 01 ноября 2013 г.

Геннадий Никандрович Волков академик пирĕн ял çынни пулнишĕн чунтан хĕпĕртетпĕр, мухтанатпăр эпир. Аслă Елчĕк ялĕнчен тухнă чи ăслă çын вăл пирĕн ентеш. Унпа танлашаканни тата кам пур? .Ахальтен мар пулĕ паллă педагог В.А.Сухомлинский чăвашсен паллă ывăлне Г. Н. Волкова "Эсир чăн-чăн этем, сире юратаççĕ" - тенĕ хăй пĕр çырăвĕнче. 86 çул пулатчĕ паян пысăк ăсчах, этнопедагика ашшĕ çуралăранпа. Наци чĕрĕлĕхне упракана пархатарлă туйăм ăшшипе ăшăтмалăх чи лайăх сăмахсемпе çеç аса илмесĕр пултараймастпăр эпир паян. Аслă Елчĕк вулавăшĕнче паянхи куна халалласа "Тăван çĕрĕн тусанĕ те тăван, пылчăкĕ те пылак" выставка уçăлчĕ. Чыс та мухтав Аслă Елчĕк ĕн пархатарлă ывăлне - Геннадий Никандрович Волкова. Вăрăмах пулаймарĕ Геннадий Никандровичăн пурнăç çулĕ - тăвалла пулсассăн та малаллах утрĕ чăваш ачи, çитес тенĕ çĕре пур тĕле те çитрĕ, ỹсĕмлĕ утăм хыççăн утăм турĕ.

Большеяльчикский территориальный отдел Яльчикского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика