Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

Новости » Поздравление Главы Чувашии Михаила Игнатьева с Днем учителя

00:00 05 октября 2012 г.

Хаклă ентешĕмĕрсем!

Сире Вĕрентекен кунĕ ячĕпе саламлатăп!

 

 

Çак уяв чăннипех халăх уявĕ пулса тăчĕ. Пиртен кашниех шкулта вĕреннĕ çулсене ăшшăн, юратса аса илет, хамăра тарăн пĕлÿ парас тесе ырми-канми тăрăшнă тата яланах пулăшса пынă хисеплĕ вĕрентекенсене чунтан тав тăвать.

«Вĕрентекен ĕçĕ – çиелтен пăхсан питех курăнманскер – историн аслăран та аслă ĕçĕçсенчен пĕри», – тесе палăртнă паллă вырăс педагогĕ Константин Ушинский. Вĕрентекенсем хăйсен вĕренекенĕсене нимрен те хаклă пĕлĕве ăша хывма пулăшаççĕ, вĕсене ырă чунлă пулма, çут çанталăка юратма, тăван çĕр ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлеме вĕрентсе çитĕнтреççĕ.

Чăваш Енре вĕренÿ тытăмне малалла аталантармалли мĕн пур майсене туса хунă. Республикăри педагогсен пĕтĕм йышĕ тĕнчери, федераци тата республика шайĕнчи проектсемпе программăсем тăрăх вĕренсе пĕлĕвне çирĕплетнĕ. Шкулсенче хальхи информаци технологийĕсем хастарлăн ĕçе кĕреççĕ.Çаксем пурте «пурнăçри тăтăш вĕренÿ» принципа пурнăçа кĕртме тата шкул ачисен социаллă пурнăçри, право ĕçĕнчи, экономикăри компетенцийĕсене туллин йĕркелеме пулăшаççĕ.

2012 çулта пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тытăма çĕнетме, çĕнĕ шкулсем тата ача сачĕсем тума 2,3 миллиарда яхăн укçа-тенкĕ янă. Çакă вĕрентекенсен тата ытти педагогика ĕçченĕн ĕç укçине ÿстерме, республикăри кашни виççĕмĕш шкулах тĕпрен юсаса çĕнетме, хатĕр-хĕтĕр туянма, пушар-хурал ĕçĕн çĕнĕ тытăмĕсене вырнаçтарма май туса пачĕ. Чăваш Енри хуласемпе районсенче виçĕ çĕнĕ шкул тăвас ĕç вĕçленсе пырать. 5 çĕнĕ ача сачĕ туса хута янă, çулталăк вĕçлениччен вара тата 1980 вырăнлăх 11 ача садне ĕçе кĕртме палăртатпăр.

Республикăри вĕрентекенсем хăйсен ĕç кăтартăвĕсемпе тивĕçлипех мухтанма пултараççĕ. Вĕсен вĕренекенĕсем Пĕтĕм Раççейри тата тĕнчери олимпиадăсенче тăтăшах малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ, çĕр-шыври паллă аслă шкулсене вĕренме кĕрекен çамрăксен йышĕ те çулсерен ÿссе пырать. Чăваш Ен педагогĕсем халиччен тунă çитĕнÿсемпе лăпланса ларас çуккине çирĕп шанса тăратăп.

Çĕр-шывăн тивĕçлĕ гражданĕсен пĕр ăрăвне кăна мар вĕрентсе ÿстернĕ педагогика ĕçĕн ветеранĕсене уйрăммăн тав тăватăп. Мĕн пур вĕрентекене çирĕп сывлăх, пултарулăхра çитĕнÿсем, ăслă та пархатарлă вĕренекенсем, ырлăхпа телей сунатăп!

 

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                              М.Игнатьев

 

 

 

 

Дорогие соотечественники!

Поздравляю вас с Днем учителя!

 

 

Этот праздник стал поистине всенародным. Каждый из нас с особой теплотой, любовью и уважением вспоминает о школьных годах и о своих учителях, благодарит их за внимание и заботу.

«Дело учителя – скромное по наружности – одно из величайших дел истории», – утверждал известный русский педагог Константин Ушинский. Педагоги передают своим ученикам бесценные знания, воспитывают в них лучшие человеческие качества, прививают любовь к окружающему миру, к труду  во имя процветания родного края.

В Чувашии создаются все условия для дальнейшего развития  системы образования. Практически весь педагогический корпус республики прошел обучение по различным международным, федеральным и республиканским проектам и программам. В школах активно внедряются современные информационные технологии. Все это дает возможность реализовывать принцип «образование через всю жизнь» и в свою очередь полноценно формировать социальные, правовые, экономические компетенции школьников.

В 2012 году на модернизацию системы общего образования, строительство новых школ и детских садов  было направлено почти 2,3 миллиарда рублей. Это позволило повысить заработную плату учителям и другим педагогическим работникам, провести капитальный ремонт в каждой третьей школе республики, приобрести оборудование, установить новые пожарно-охранные системы. В городах и районах Чувашии заканчивается строительство трех новых школ. Сдано в эксплуатацию 5 новых детсадов, а всего до конца текущего года планируется сдать в эксплуатацию 11 детских садов на 1980 мест.

Педагоги республики по праву могут гордиться результатами своей работы. Их ученики регулярно побеждают на всероссийских и международных олимпиадах, с каждым годом увеличивается число выпускников школ, поступающих в самые престижные вузы страны. Уверен, что педагоги Чувашии не остановятся на достигнутом.

Особые слова благодарности хочется выразить в этот день ветеранам педагогического труда, которые воспитали не одно поколение достойных граждан страны. Желаю всем учителям крепкого здоровья, творческих успехов, способных и благодарных учеников, счастья и благополучия!

 

 

Глава Чувашской Республики                                                   М.Игнатьев

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика