Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

Новости » Поздравление Главы Чувашской Республики Михаила Игнатьева с Международным днем семьи

00:00 15 мая 2012 г.

Хисеплĕ ентешĕмĕрсем!

 

Сире ырă та çутă уяв – Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕ ячĕпе саламлатăп!

Çемье, атте-анне килĕ – кашни çын кун-çулĕн никĕсĕ. Шăпах юратнă кил-йыш этеме кăмăл-сипетпе ырă витĕмне ăша хывма, çынсене хисеплеме вĕрентсе ÿстерет, тăван халăх культурипе пуçласа паллаштарать. Çемьере кăна çын чăн-чăн юратупа ăнлану, пĕр-пĕрне хисеплени тата пулăшса пыни пурнăçра мĕн тери пĕлтерĕшлине туйса илет.

Кашни ăру ун хыççăн килекеннисем лайăхрах – ырăрах, тÿрĕ кăмăллăрах, ăслăрах, ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен пуянрах пулнине курма ĕмĕтленет. Лайăх та çирĕп çемьере ачасем таврари тĕнчене кирлĕ пек хакласа йышăнма, ăслăн шухăшлама тата йывăрлăхсене çĕнтерме, ырра ырăпа тавăрма, унпа пĕрлех – телейлĕ пулма, йăл кулăшăн, тăван çĕр тараватлăхĕшĕн савăнма тата çут çанталăка юратма хăнăхса ÿсеççĕ.

Паллă çутта кăлараканăмăр И.Я. Яковлев пире çакăн пек пил парса хăварнă: «Çемйĕре лайăх пăхса усрăр, çемье вăл халăх чаракĕ, патшалăх чаракĕ». Чăваш Енре çемье институтне тата çемье хаклăхĕсене çирĕплетме пулăшакан политика приоритетлисенчен пĕри пулса тăрать. Республикăра çамрăк çемьесене пурăнмалли условисене лайăхлатма пулăшасси ырă йăлана кĕнĕ, нумай ачаллисене çурт-йĕр лартма е хуçалăх тытса пыма çĕр лаптăкĕсене тÿлевсĕр уйăрса паратпăр, виççĕмĕш ача çуралсан е усрава илсен республикăн амăшĕн 100 пин тенкĕлĕх капиталĕпе тивĕçтеретпĕр. Çемье институтне пулăшмалли майсене малалла та вăйлатса пырасси пирки иккĕленместĕп.

Çунатлă çакăн пек сăмах çаврăнăшĕ пур: «Телей вăл – ирхине ĕçе, каçхине вара – киле, çемье патне чун туртни». Çак пĕрре пăхма ансат туйăнакан сăмахсенче тарăн шухăш пытаннă. Чăваш Енре пурăнакансене пурне те çавнашкал телее сунатăп. Сирĕн тата сирĕн çывăх çыннăрсен сывлăхĕ çирĕп пултăр, кашни çемьерех тăнăçлăхпа çураçу тата çителĕклĕх хуçалантăр!

 

Чăваш Республикин

Пуçлăхĕ                                            М.Игнатьев

 

 

 

Уважаемые соотечественники!

 

Поздравляю вас с добрым и светлым праздником – Международным днем семьи!

Семья, родительский дом – это «начало начал» для каждого человека. Здесь он получает первые уроки нравственности, добропорядочности, уважения к окружающим, приобщается к культуре своего народа. Только в семье человек может найти настоящую любовь и понимание, взаимное уважение и поддержку.

Каждому поколению хочется, чтобы следующее, приходящее ему на смену, было лучше – добрее, честнее, умнее, духовно богаче. В доброй и крепкой семье дети учатся воспринимать окружающий мир со всеми его достоинствами и недостатками, мыслить творчески, не пасовать перед препятствиями, отвечать на добро добром. А еще – быть счастливыми, радоваться улыбкам, щедрости родной земли, любить природу.

Выдающийся просветитель И.Я. Яковлев говорил: «Берегите семью: в семье опора народа и государства». Политика, направленная на укрепление института семьи и семейных ценностей является одним из главных приоритетов в Чувашии. В нашей республике осуществляется поддержка молодых семей в улучшении жилищных условий, многодетным бесплатно выделяются земельные участки для строительства жилья или ведения хозяйства, при рождении или усыновлении третьего ребенка установлен республиканский материнский капитал в 100 тысяч рублей. Уверен, что меры государственной поддержки института семьи  будут усилены.

Существует крылатое выражение: «Счастье – это когда утром очень хочется идти на работу, а вечером – возвращаться домой, к семье». В этой, на первый взгляд, немудрёной фразе заложен глубокий смысл. Желаю всем жителям Чувашии такого счастья. Пусть у вас и ваших близких будет крепкое здоровье, в семьях царят мир, согласие и достаток. С праздником!

 

Глава

Чувашской Республики                  М. Игнатьев


Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика