Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

Новости » Поздравление Главы Чувашской Республики Михаила Игнатьева с Днем российской печати и Днем чувашской печати

00:00 15 января 2012 г.

Хисеплĕ журналистсем, кĕнеке-хаçат кăларакансем тата полиграфистсем!

Сире Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕ ячĕпе саламлатăп!

 

Эсир – питех те чаплă професси çыннисем, çивĕч ыйтусене яланах туйса-курса тата мĕн пур пулăм çинчен пĕлсе тăратăр. Пултарулăхри çирĕп тĕллевлĕхпе хастарлăх, пысăк шайри ăсталăхпа тарăн ăс сирĕн паха енĕрсем. Хăвăрăн тĕлĕнмелле талантăра, тăрăшулăхăра тата малашлăха курма пĕлнине пула эсир пурне те кăсăклантаракан темăсене тĕплĕн çутататăр, кăткăс ыйтусен тупсăмне уçса паратăр тата влаçпа общество хушшинче усăллă калаçу йĕркелеме пулăшатăр.

2011 çулта республикăра Чăваш Ен Наци телерадиокомпанийĕ ĕçлеме пуçларĕ. Çак пулăм пĕтĕм чăваш тĕнчишĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Журналистсен лайăх ĕçне, тарăн шухăшлă информацие уйăрса илме, пулса иртекен пулăмсем çинчен тĕрĕс те илĕртÿллĕн каласа пама пĕлнине пула эфира тăван чĕлхепе тухакан çĕнĕ хыпарсемпе, тĕрлĕ кăларăмпа тата программăпа çĕр-шывăн кирек хăш кĕтесĕнче те паллашма майсем пур.

Журналистика пĕр вырăнта тăмасть: хальхи технологисем, туса хатĕрленĕ япаласемпе ĕç мелĕсем пысăк хăвăртлăхпа аталаннине тата ĕçе кĕрсе пынине пула масс-медиа валли çĕнĕ ресурссемпе майсем йĕркеленеççĕ. Интернет, социаллă сетьсем, YouTube ытларахăшĕшĕн кулленхи пурнăçăн пĕр пайĕ е хăнăхнă информаци çăл куçĕсем пулса тăчĕç. Информацин çак вĕçĕмсĕр анлăхĕнче вулакан-куракан патне лайăх пахалăхлă материалсем илсе çитерессине, журналист этикин принципĕсене тата çырнă сăмахшăн яваплă пулнине сыхласа хăварни пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Сире хăвăр ĕçĕре чунтан парăннăшăн, хастарлăхăршăн, професси ăсталăхĕпе пысăк пултарулăхăршăн тата çынсене савăнăç кÿме пĕлнĕшĕн тав тăватăп. Шанатăп: пултарулăх ĕçĕнче тăтăшах çĕннине шырани Чăваш Ен журналистикин чи лайăх йăли-йĕркине малалла та сыхласа упрама тата пуянлатса пыма пулăшĕ. Пурсăра та çирĕп сывлăх, ырлăхпа телей тата лайăх кăмăл-туйăм сунатăп!

 

 

Чăваш Республикин

Пуçлăхĕ                                            М.Игнатьев

 

 

 

Уважаемые журналисты, издатели и полиграфисты!

Поздравляю вас с Днем российской печати и Днем чувашской печати!

 

Вы – представители замечательной  профессии, всегда «на острие» проблем и в курсе всех событий. Вас отличают творческая целеустремленность и неуспокоенность, высокое мастерство и глубокий ум. Именно благодаря удивительному таланту, незаурядным способностям и умению видеть перспективы Вы всестороннее освещаете самые злободневные темы дня, раскрываете суть вещей и выстраиваете конструктивный диалог с властью и обществом.

В 2011 году в республике начала работу Национальная телерадиокомпания Чувашии. Это событие является знаковым для всего чувашского мира. Благодаря эффективной работе журналистов, их умению выделить содержательную информацию, точно и ярко рассказать о событиях, новости, передачи и программы на родном языке стали доступны в любом уголке страны.

Журналистика не стоит на месте и благодаря стремительному развитию и внедрению современных технологий, продуктов и методов работы у масс-медиа появляются новые ресурсы и возможности. Интернет, социальные сети, YouTube, стали частью повседневной жизни, источником информации для большинства людей. В этом огромном потоке информации важно сохранить качество подачи материалов, принципы журналистской этики и высокий уровень ответственности за написанное слово.

Признателен вам за преданность своему делу, энтузиазм, профессионализм, талант и умение дарить людям радость. Уверен, постоянный творческий поиск будет и впредь способствовать сохранению и приумножению лучших традиций журналистики Чувашии. Желаю всем доброго здоровья,  благополучия,  счастья и хорошего настроения!

  

Глава

Чувашской Республики                  М. Игнатьев

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика