08:00 08 марта 2019 г.
Юратнӑ хӗрарӑмсем!
Сире ҫуркуннехи пӗрремӗш уявпа – Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!
Мартӑн 8-мӗшӗнче – пӗтӗм тӗнчипех паллӑ тӑвакан уявра арҫынсем хӑйсем сире хӗрӳллӗн юратнине, сирӗнпе хавхаланнине тата чунтан хисепленине уҫҫӑн пӗлтермешкӗн тӑрӑшаҫҫӗ.
Хӗрарӑмра ҫыннӑн пӗтӗм лайӑх енӗ туллин палӑрать, вӑл пурнӑҫа ҫутӑлӑх тата ҫураҫулӑх кӳрет. Сирӗн илемлӗхӗрпе ҫепӗҫлӗхӗр, пысӑк ӑсӑрпа хӗрхенӳлӗхӗр, ырӑ чунлӑхӑрпа чӑтӑмлӑхӑр хӑть хӑш саманара та паттӑрсене чӑн-чӑн паттӑрлӑх кӑтартма, тӗрлӗ ӳнер ӑстине искусствӑн вилӗмсӗр хайлавӗсене ӑсталама хавхалантарса тӑраҫҫӗ.
Чунӑр ӑшшипе ачашлӑхӑра ҫывӑх ҫыннӑрсене тараватлӑн парнелесе эсир вӗсене йывӑр самантсенче инкексенчен тата пурнӑҫри йӗркесӗрлӗхсенчен хӳтӗлетӗр, кил-ҫурта хӑтлӑх кӗртетӗр тата ӑна типтерлӗн тытса пыратӑр.
Хӑвӑрӑн пултарулӑх тата ӑс-хакӑл вӑй-хӑвачӗпе туллин усӑ курса эсир пурнӑҫӑн мӗн пур сферинчех паллӑ ҫитӗнӳсем тӑватӑр, ӗҫчен те ҫирӗп тӗллевлӗ тата яваплӑ пулнипе арҫынсене ырӑ тӗслӗх кӑтартатӑр.
Чӑваш Республикинче амӑшлӑхпа ачалӑха сыхласси, ҫемье хаклӑхӗсене ҫирӗплетесси ҫине уйрӑмах тимлӗн пӑхатпӑр. Кашни хӗрарӑм хӑйӗн чи паха енӗсене ҫемьере те, професси ӗҫ-хӗлӗнче те, общество пурнӑҫӗнче те туллин уҫса пама пултартӑр тесе кирлӗ пек мӗн пур майсене туса пама тӑрӑшатпӑр.
Сире чун ӑшшишӗн, пысӑк ӑсӑршӑн тата пире пулӑшса пынӑшӑн тавтапуҫ! Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, ҫитӗнӳсем тата ырлӑх сунатӑп, чунӑрта яланах ҫуркунне чечеклентӗр! Телейлӗ пулӑр тата хӑвӑра юратнине туллин туйса тӑрӑр!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев
Милые женщины!
Сердечно поздравляю вас с первым весенним праздником – Международным женским днем!
Во всем мире праздник 8 Марта объединяет мужчин в стремлении выразить вам свою любовь, восхищение и уважение.
Женщина олицетворяет все лучшие качества человека, вносит в жизнь свет и гармонию. Ваша красота и нежность, мудрость и милосердие, душевность и терпение во все времена будут вдохновлять героев на подвиги, творцов на создание великих произведений искусства.
Щедро даря ласку и тепло своим близким, в трудную минуту вы оберегаете их от невзгод и жизненных неурядиц, кропотливо создаете и поддерживаете домашний уют.
Реализуя свой творческий и интеллектуальный потенциал, вы добиваетесь успехов во всех сферах жизни, подаете мужчинам пример трудолюбия, целеустремленности и ответственности.
В Чувашской Республике охране материнства и детства, укреплению семейных ценностей уделяется особое внимание. Создаются все необходимые условия для того, чтобы каждая женщина могла проявить свои лучшие качества и в семье, и в профессиональной деятельности, и в общественной жизни.
Спасибо вам за душевную теплоту, за великую мудрость и поддержку! Желаю крепкого здоровья, успехов, благополучия и вечной весны в душе! Будьте счастливы и любимы!
Глава Чувашской Республики Михаил Игнатьев
Видеопоздравление на чувашском языке
Видеопоздравление на русском языке
Официальный портал органов власти Чувашской Республики