15:30 23 февраля 2017 г.
Хаклă ентешӗмсем!
Сире Тăван çӗршыв хÿтӗлевçин кунӗ ячӗпе саламлатăп!
Тăван çӗршыв хÿтӗлевçин кунӗ – çӗршывăмăр хуралӗнче тăракан, Раççейри тăнăçлăха тивӗçтерекен харсăр, хăюллă, вăйлă тата пархатарлă арçынсен уявӗ.
Çӗнӗ хăрушлăх, пăшăрхантаракан тӗслӗхсем çуралнă условисенче çӗршывăн оборона хăватне çирӗплетес тӗлӗшпе тимлӗх питӗ пысăк. Çар служащийӗсем, производство тата наука коллективӗсем наци хăрушсăрлăхне тивӗçтерессипе çыхăннă пысăк пӗлтерӗшлӗ тӗллевсене ăнăçлă пурнăçлаççӗ. Чăваш Республикинче стратеги пӗлтерӗшлӗ предприятисем ӗçлеççӗ, вӗсем çӗршывăн оборона промышленноçӗн комплексӗн саккасӗсене пурнăçлаççӗ.
Чăваш Енре çуллен çарпа çыхăннă тата гражданла-патриотла тӗллевлӗ 500 ытла мероприяти иртет. Çамрăк армеецсен тата кадетсен юхăмӗн йăлисем çирӗп; шырав отрячӗсемпе пӗрлешӗвӗсен ӗçне Чăваш Республикин Пуçлăхӗн гранчӗсемпе пулăшатпăр.
Хамăрăн ветерансене чун-чӗререн тав сăмахӗсем калас килет. Тăван çӗршыва парăнни, çирӗп кăмăл вӗсене хаяр тӗрӗслевсем витӗр тухма пулăшнă. Вӗсен паттăрлăхӗ Раççее пӗтӗмпех тÿсме май панă, вăл вăйлине ӗнентернӗ.
Çак кун пурне те çирӗп сывлăх, тăнăçлăх, ырлăх, ыранхи куна шанма тата пӗтӗм ыррине сунатăп! Пурнăçри мӗнпур тӗллев пурнăçлантăр!
Чăваш Республикин Пуçлăхӗ М. Игнатьев
Уважаемые соотечественники!
Поздравляю вас с Днем защитника Отечества!
День защитника Отечества — праздник мужественных, смелых, сильных и благородных мужчин, которые самоотверженно стоят на страже Отчизны, обеспечивают сохранение стабильности в России.
В условиях новых угроз и вызовов уделяется огромное внимание укреплению обороноспособности страны. Военнослужащими, производственными и научными коллективами успешно решаются приоритетные задачи обеспечения национальной безопасности. В Чувашской Республике работают стратегически важные предприятия, которые выполняют заказы для отечественного оборонно-промышленного комплекса.
В Чувашии ежегодно проводится более 500 мероприятий военной и гражданско-патриотической направленности. Сильны традиции юнармейского и кадетского движения; работа поисковых отрядов и объединений поддержана грантами Главы Чувашской Республики.
Хочу выразить искренние слова благодарности нашим ветеранам. Преданность Родине, волевые качества помогли им пережить самые суровые испытания. Благодаря их подвигу Россия выстояла, доказала свою силу.
В этот день желаю крепкого здоровья, мира, благополучия, уверенности в завтрашнем дне и всего самого доброго! Пусть все поставленные в жизни цели будут достигнуты!
Глава Чувашской Республики М. Игнатьев
Официальный портал органов власти Чувашской Республики