08:00 12 июня 2016 г.
Хаклӑ ентешӗмӗрсем!
Сире Раҫҫей кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!
Ҫак уяв наци пӗрлӗхӗн, Раҫҫей патшалӑхӗн вӑй-хӑвачӗн, Тӑван ҫӗршывӑн хальхи тата малашнехи кун-ҫулӗшӗн пирӗн пӗрлехи яваплӑхӑн символӗ пулса тӑрать.
«Вырӑс патшалӑхӗ ҫине шанса пурӑнӑр, ӑна юратӑр, вара вӑл сирӗн аннӗр пулӗ», – тесе пил панӑ пире чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан Иван Яковлевич Яковлев. Паллӑ ӗнтӗ, Раҫҫей регионсемпе вӑйлӑ. Чӑваш Республикинче пурӑнакансем, аслӑ ҫӗршывӑмӑрӑн мӗнпур гражданӗсем пекех, хӑйсен ӗҫри ҫитӗнӗвӗсемпе Раҫҫей аталанӑвне паллӑ тӳпе хываҫҫӗ, аслӑ Тӑван ҫӗршывӑмӑр вӑй-хӑватне ҫирӗплетме пулӑшаҫҫӗ.
Шанатӑп: пӗрле эпир хамӑрӑн юратнӑ Тӑван ҫӗршыв чапӗпе мухтавлӑхне тата та ҫӳллӗрех шая ҫӗклеме пултарӑпӑр!
Сире пӗтӗм чунтан ҫирӗп сывлӑх, ырлӑх тата ҫитӗнӳсем, тӑнӑҫлӑхпа ӑнӑҫулӑх сунатӑп!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ М. Игнатьев
Дорогие соотечественники!
Сердечно поздравляю вас с Днём России!
Этот праздник является символом национального единения, силы и мощи Российской державы, нашей общей ответственности за настоящее и будущее Отечества.
«Верьте в Россию, любите её, и она будет вам матерью», — завещал нам великий чувашский просветитель Иван Яковлевич Яковлев. Как известно, Россия сильна регионами. Жители Чувашской Республики, как и все граждане нашей огромной страны, своими трудовыми достижениями вносят вклад в развитие России, способствуют укреплению силы и мощи великой Родины.
Уверен, вместе мы приумножим славу и величие нашего Отечества!
От всей души желаю вам доброго здоровья, благополучия и успехов, мира и процветания!
Глава Чувашской Республики М. Игнатьев
Официальный портал органов власти Чувашской Республики