08:00 16 августа 2015 г.
Хисеплĕ Шупашкар çыннисем тата тĕп хула çыннисем!
Чăваш Ен тĕп хули – Шупашкар 546 çул тултарнă ятпа сире чĕререн саламлатăп!
Шупашкар – Атăлçи тăрăхĕнчи промышленность, культура тата спорт центрĕ. Раççейĕн чи хитре те хăтлă хулисенчен пĕри.
Хăйĕн нумай ĕмĕрлĕ историйĕнче Чăваш Ен тĕп хули республикăн политика, экономика тата ăс-хакăл центрĕ пулса тăчĕ. Çынсем пултаруллă пулнăран, республика тата хула ертӳçисем килĕшӳллĕ ĕçленĕрен Шупашкар кунран-кун чечекленсе илемленсе пырать. Кунта çĕнĕ производствăсем, пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсем уçăлаççĕ. Сывлăх сыхлавĕн тытăмне, граждансен социаллă хӳтлĕхне лайăхлатма, вĕрентĕве, культурăпа спорта аталантарма хамăртан мĕн килнине йăлтах тăватпăр. Çавна пула шупашкарсен влаç патне шанăçĕ ӳсет, пирĕн чĕресем çывăхланаççĕ.
2011-мĕш çултанпа Шупашкарта 15 çĕнĕ микрорайон çĕкленет, 16 ача сачĕ хута ятăмăр, 5 спорт керменĕ, 10 бассейн уçрăмăр, 600 ытла çурт таврашне тирпей-илем кӳтĕмĕр. Çакна пурне те хула çыннисемшĕн, кашни çемье пурнăçне лайăхлата тĕллевпе пурнăçлатпăр.
Шупашкарта пурăнас килет, ĕçлес килет, юратас килет, ырă ĕмĕтсене пурнăçа кĕртес килет. Эпир малашне те экономикăра, ăслăлăхра, сывлăха упрас ĕçре, вĕрентӳре мăнаçлă та пысăк калăпăшлă проектсем хута яратпăр. Пирĕн хула улшăнсах пырать. Çав вăхăтрах, вăл хăйнеевĕрлĕхне, нимпе танлаштарма çук сăн-сăпатне, илĕртӳллĕхне упрать.
Хаклă шупашкарсем! Сирĕн вăй-халăр, ăс-хакăлăрпа ăсталăхăр тĕп хуламăра малашне те çирĕп аталанма май паракан пуянлăх пулса тăрĕ!
Уяв ячĕпе! Сире ырлăх-сывлăх, телей, ĕçре çитĕнӳсем тата тăнăç тӳпе сунатăп! Пирĕн юратнă хуламăр яланах чечеклентĕр, кашни çемье пурнăçĕ вара ăшăлăхпа тулса тăтăр, ĕненӳпе çуталтăр!
Пирĕн умра плансем пысăк, пуçланă ĕçсем чылай! Мĕн шутланине эпир пĕрле, пĕр пулса пурнăçлатпăрах. Пирĕн вăй – пĕрлĕхре! Хамăрăн савнă хулара пирĕн пĕрле пурăнмалла, унăн ырлăхĕпе телейлĕ пуласлăхне пĕрле тупмалла!
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене М. Игнатьев
вăхăтлăх пурнăçлакан
Дорогие чебоксарцы и гости столицы!
Поздравляю столицу Чувашии – Чебоксары с 546-летием!
Чебоксары – один из перспективных промышленных, культурных и спортивных центров Поволжья, красивейший и благоустроенный город России.
За свою многовековую историю столица Чувашии стала политическим, экономическим и духовным центром нашей республики.
Благодаря созидательному труду горожан, слаженной работе руководства республики и муниципалитета город становится красивей и уютней. Открываются новые производства, появляются высокотехнологичные рабочие места. Многое делается для совершенствования системы здравоохранения и социальной защиты горожан, развития образования, культуры и спорта. Благодаря этому растет доверие чебоксарцев к властям, наши сердца становятся ближе.
С 2011 года в Чебоксарах положено начало строительству 15 новых микрорайонов, построено и реконструировано 16 детских садов, открыты 5 спортивных комплексов и дворцов спорта, 10 плавательных бассейнов, благоустроены более 600 дворов. Все это делается для повышения качества жизни каждой чебоксарской семьи.
Столица Чувашии – это город, где хочется жить, работать, творить и любить!
Мы продолжаем реализацию масштабных амбициозных проектов в экономике, науке, здравоохранении и образовании. Наш город преображается, но сохраняет свое неповторимое лицо и очарование.
Дорогие чебоксарцы! Главным ресурсом дальнейшего динамичного развития столицы является энергия, профессиональный и творческий потенциал каждого из вас!
С праздником! Желаю вам крепкого здоровья, счастья, трудовых успехов и мирного неба над головой! Пусть наш любимый город будет всегда цветущим и красивым, а жизнь каждой семьи наполнена душевным теплом и верой в лучшее.
У нас много планов и начинаний. И все задуманное мы осуществим, потому что мы вместе, мы едины! Нам вместе жить в любимом городе и вместе строить его благополучное, счастливое будущее!
Врио Главы
Чувашской Республики М. Игнатьев
Официальный портал органов власти Чувашской Республики