08:00 07 августа 2015 г.
Хаклă ентешĕмсем, хисеплĕ спортсменсем, тренерсем, спорт юхăмĕн ветеранĕсем, физкультурăпа спорта юратакансем, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем!
Сире Физкультурник кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатăп!
Чăваш Республики тивĕçлипех çĕршывăн спортпа туслă регионĕ шутланать. Массăллă физкультура юхăмне аталантарасси - пирĕн патшалăх политикин тĕп тĕллевĕсен шутĕнче.
Чăваш Енре спортăн çĕнĕ инфратытăмĕ йĕркеленнĕ. Республикăра 53 спорт шкулĕ, Олимп резервĕсен 2 училищи ĕçлеççĕ. Ирхи массăллă "çăлтăрпа пĕрле тăвакан зарядкăна", сывлăхпа спорт кунĕсене халăх хапăл туса йышăнчĕ, вĕсене хутшăнса кăмăл пуррисем пурте спорт сооруженийĕсенче тÿлевсĕр пулма пултараççĕ.
Аталаннă спорт никĕсĕ, ăста специалистсем пурри, сывă пурнăç йĕркине пропагандăлани республикăра пурăнакан тĕрлĕ ÿсĕмри çынсен ытларах та ытларах йышне спортпа туслаштарма пулăшаççĕ. Çакă спортпа туслă, эппин, сывă наци йĕркелеме май парать.
Паян республикăра пурăнакансен 37 ытла проценчĕ спортпа туслă. Ку кăтарту Раççейри вăтам шайран пысăкрах, эпир Чăваш Енĕн кашни иккĕмĕш çынни сывă пурнăç йĕркине тытса пытăр тесе тăрăшатпăр.
Республикăра пысăк шайри ăмăртусене йĕркелени çапла тума пулăшасси пирки иккĕленместĕп. Кăçал эпир Чăваш çĕрĕ çинче Европăн çăмăл атлетсен команда чемпионатне йышăнтăмăр. Тĕнче тата Раççей шайĕнчи экспертсем хакланă тăрăх - çак тупăшу турнирăн пĕтĕм историйĕнче чи лайăххи пулчĕ. Халиччен пулманни - Пĕтĕм тĕнчери çăмăл атлетсен федерацийĕсен ассоциацийĕ Шупашкарта 2016 тата 2018 çулсенче хăвăрт утакансен тĕнчери команда чемпионатне ирттерме йышăнни. Çак ăмăрту умлăн-хыçлăн пĕр çĕршывра, пĕр хулара пуçласа иртет.
Чăваш Енри спорт юхăмне аталантарас ĕçе хăйсен тÿпине хывакансене пурне те чĕререн саламлатăп! Спортпа туслисене çирĕп сывлăх, ăнăçу тата çĕнĕ çитĕнÿсем сунатăп!
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн
тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан М. Игнатьев
Дорогие соотечественники, уважаемые спортсмены, тренеры, ветераны спортивного движения, поклонники физической культуры, спорта, приверженцы здорового образа жизни!
От всей души поздравляю вас с Днем физкультурника!
Чувашская Республика по праву считается одним из самых спортивных регионов страны. Развитие массового физкультурного движения находится в числе приоритетов нашей государственной политики.
В Чувашии создана современная спортивная инфраструктура. В республике работают 53 спортивные школы и 2 училища олимпийского резерва. Широкую популярность получили массовые утренние зарядки со звездой, дни здоровья и спорта, когда любой желающий может бесплатно посетить спортивные сооружения.
Развитая спортивная база, наличие квалифицированных специалистов, пропаганда здорового образа жизни способствуют тому, что год от года все больше жителей республики всех возрастов приобщается к спорту. Это позволяет формировать спортивную, а значит, здоровую нацию.
Сегодня более 37 процентов населения республики дружат со спортом. Это больше, чем в среднем в России, и мы хотим, чтобы приверженцем здорового образа жизни стал каждый второй житель Чувашии.
Уверен, что этому будет способствовать и проведение в республике ярких масштабных соревнований. В этом году мы принимали на чувашской земле командный чемпионат Европы по легкой атлетике. По оценке международных и российских экспертов, соревнования стали лучшими за всю историю турнира. Беспрецедентным является решение Международной ассоциации легкоатлетических федераций о проведении в Чебоксарах в 2016 и 2018 годах командных чемпионатов мира по спортивной ходьбе, которые впервые будут проводиться два раза подряд в одной стране, в одном городе.
Я искренне благодарю всех, кто вносит вклад в развитие спортивного движения в Чувашии! Желаю всем приверженцам спорта крепкого здоровья, удачи и новых достижений!
Временно исполняющий
обязанности Главы
Чувашской Республики М. Игнатьев
Официальный портал органов власти Чувашской Республики