08:00 08 июля 2015 г.
Хисеплӗ ентешӗмӗрсем!
Сире Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!
Ҫемье кирек хӑш саманара та кӑмӑл-сипетпе общество хаклӑхӗсен тӗп управҫи, юратупа ӑшӑ кӑмӑллӑх тата хӑтлӑх ҫӑл куҫӗ шутланнӑ, ку вӑл халӗ те ҫаплах. Тӑван ҫӗршыва юратасси тӑван килтен пуҫланать. Ҫирӗп ҫемье – вӑйлӑ Чӑваш Енпе Раҫҫейӗн тӗрекӗ.
«Ҫемйӗре лайӑх пӑхса усрӑр: ҫемье вӑл халӑх чаракӗ, патшалӑх чаракӗ… Ҫемьен лӑпкӑ пурнӑҫӗ пире пурнӑҫ хыттинчен хӳтӗлесе тӑрать. Килӗштерсе тӗреклӗ тӑракан ҫемьешӗн катаран килекен пурнӑҫ синкерӗсем хӑрушӑ мар», - тесе вӗрентнӗ Аслӑ ҫутта кӑлараканӑмӑр Иван Яковлевич Яковлев.
Ҫемье институтне ҫирӗплетес, унӑн хаклӑхӗсене чӗртсе тӑратас, нумай ачаллӑ ҫемьесене пур енлӗ пулӑшу парас ыйтусем республикӑри патшалӑх влаҫӗн органӗсемпе вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен ӗҫӗнче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнса тӑраҫҫӗ.
Эпир тунӑ йышӑнусем хӑйсен тухӑҫлӑхне ӗненмелле ҫирӗплетсе пачӗҫ. Юлашки ҫулсенче Чӑваш Енре нумай ачаллӑ ҫемьесен шучӗ 25 процент чухлӗ ӳсрӗ, нумай пурӑнакансен йышӗ вара –18 процент чухлӗ.
Хаклӑ туссем! Пирӗн пӗрле пурӑнмалла тата пӗрле вӑй хурса ӗҫлемелле! Ҫемье ырлӑхне ҫирӗплетме, унӑн социаллӑ тӑрӑмне лайӑхлатма пулӑшакан ӗҫсене те пӗрлех пурнӑҫламалла.
Сирӗн килӗрте яланах тараватлӑхпа юрату, тӑнӑҫлӑхпа ҫураҫулӑх хуҫаланччӑр, ача-пӑчан хаваслӑ кулли янӑраса тӑтӑр! Сире тата ҫывӑх ҫыннӑрсене ырлӑхпа ӑнӑҫу тата ҫирӗп сывлӑх сунатӑп!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн
тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан М.Игнатьев
Уважаемые соотечественники!
От всего сердца поздравляю вас с Днем семьи, любви и верности!
Во все времена семья была и остается главной хранительницей моральных ценностей, источником любви, тепла и уюта. Любовь к Родине начинается с семейного очага. Крепкая семья – основа сильной Чувашии и России.
«Берегите семью: в семье опора народа и государства... В семейном счастье – защита от жизненных испытаний. Крепкой и дружной семье не страшны внешние житейские невзгоды», - писал великий просветитель Иван Яковлевич Яковлев.
Укрепление института семьи, возрождение семейных ценностей, всесторонняя поддержка многодетных семей занимают важное место в работе государственных и муниципальных органов власти республики.
Принятые нами решения доказали свою эффективность. За последние годы количество многодетных семей в Чувашии увеличилось на 25 процентов, а долгожителей - на 18 процентов.
Дорогие друзья! Нам вместе жить и вместе строить! Вместе преодолевать трудности и радоваться успехам.
Пусть в ваших домах всегда царят тепло, любовь, мир и согласие, звучит детский смех! Добра, процветания и крепкого здоровья вам и вашим близким!
Врио Главы Чувашской Республики М. Игнатьев
Официальный портал органов власти Чувашской Республики