07:52 12 декабря 2014 г.
Хаклă ентешĕмсем!
Сире Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн кунĕ ячĕпе саламлатăп!
Çĕршывăмăрăн Тĕп Саккунĕ Раççейĕн кашни гражданинĕн прависемпе ирĕкĕсене гарантилет, демократи обществин аталанăвне çирĕп никĕслет. Вăл патшалăх этемлĕхшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ, гуманизм, тĕрĕслĕх тата пĕртанлăх принципĕсем çинче никĕсленнĕ хаклăхсене хÿтĕленине сăнарлать, гражданла тăнăçлăхпа килĕшĕве упракан, демократи институчĕсене çирĕплетекен гарант пулса тăрать.
Пĕтĕм Раççейпе пĕрле Чăваш Республики, хăйĕн потенциалне пурнăçа тухăçлă кĕртсе, обществăпа экономикăри лăпкăлăхĕпе тăнăçлăхне упраса, мал енне çирĕппĕн утать. Çакăнпа пĕрлех вăл чĕлхене, истори йăли-йĕркине упрама, республикăмăрти тĕрлĕ наци çыннисемпе тĕрлĕ тĕне ĕненекенсем валли аталанма пĕрешкел условисем туса парать.
Пирĕн пĕрлехи пархатарлă ĕçĕмĕр малашне те Раççей Федерацийĕн Конституцийĕнче çирĕплетнĕ ырă тĕллевсене пурнăçлас тĕллевлĕ пуласси пирки иккĕленместĕп.
Сире çирĕп сывлăх, хамăрăн вăй-хăватăмăра шанма, мĕнпур ырă пуçарура ăнăçу, телей тата ырлăх сунатăп!
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев
Дорогие соотечественники!
Поздравляю вас с Днем Конституции Российской Федерации!
Главный Закон нашей страны гарантирует права и свободы каждого её гражданина, создает прочную основу для построения демократического общества. Он отражает приверженность государства общечеловеческим ценностям, основанным на принципах гуманизма, справедливости и равенства, является гарантом сохранения гражданского мира и согласия, укрепления общесемейных ценностей, развития демократических институтов.
Вместе с Россией Чувашская Республика уверенно движется вперед по пути социально-экономического развития, эффективно реализуя свой потенциал, укрепляя общественно-политическую стабильность, создавая равные условия для сохранения языка, исторических традиций и культурных ценностей, уклада жизни, представителей всех национальностей и вероисповеданий, проживающих на ее территории.
Уверен, что и в дальнейшем наша совместная созидательная деятельность будет направлена на достижение благородных целей, закрепленных в Конституции Российской Федерации.
Желаю вам крепкого здоровья, оптимизма, уверенности в собственных силах, успехов во всех добрых начинаниях, счастья и благополучия!
Глава Чувашской Республики М.Игнатьев
Официальный портал органов власти Чувашской Республики