07:23 09 августа 2014 г.
Хаклă ентешĕмсем, хисеплĕ спортсменсем, тренерсем, спорт юхăмĕн ветеранĕсем, физкультурăпа спорта юратакансем, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма ăнтăлакансем!
Сире Физкультурник кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп!
Физкультурăпа спорт кашни çын пурнăçĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ, вĕрентÿпе воспитани тытăмĕн пĕр пайĕ пулса тăраççĕ. Физкультурăпа туслашнă май сывлăх, кăмăл, тÿсĕмлĕх, хамăр вăя шанасси çирĕпленеççĕ.
Пирĕн республикăра массăллă физкультурăпа спорт занятийĕсем валли пĕтĕм услови пур. Юлашки 5 çулта халăха спорт сооруженийĕсемпе тивĕçтересси 36-ран 46% таран пысăкланнă. Чăваш Енĕн кашни районĕпе хулинче çĕнĕ йышши физкультурăпа сывлăх комплексĕсем, стадионсем, спорт площадкисем тунă. Пысăк çĕнĕ спорт объекчĕсем çĕкленеççĕ. Çав шутра – Шупашкарти 7 пин çынна йышăнмалли Пăр кермен "нумай функциллĕ универсаллă центр", регионти Олимп хатĕрленĕвĕн велоспорт-маунтинбайк тата биатлон центрĕсем, лаша спорчĕн комплексĕн тăрă айĕнчи манежĕ.
Кăçалтан республикăра уйăхсерен Сывлăхпа спорт кунне ирттеретпĕр – кăмăл пуррисем республикăри спорт сооруженийĕсене тÿлевсĕрех килме пултараççĕ. Патшалăхăн тĕллевлĕ политики лайăх кăтартусем тума май пачĕ. Паянхи кун тĕлне Чăваш Енре пурăнакансен 36% яхăн йышĕ физкультурăпа тата спортпа туслă, 2013 çул кăтартăвĕсем тăрăх пирĕн республикăна пуçласа Раççейĕн чи лайăх спорт регионĕ тесе Раççей Федерацийĕн Правительствин наци премине пачĕç.
Республикăра пĕтĕм Раççейри тата пĕтĕм тĕнчери пысăк ăмăртусем ытларах та ытларах иртеççĕ. Кăçалхи çĕртме уйăхĕнче Шупашкар Пенсионерсен I спартакиадине йышăнчĕ, унта Раççейĕн 56 регионĕнчен тата 4 ют çĕр-шывран аслă ăрăвăн спортпа туслă представителĕсем килчĕç. Çитес çул республикăн тĕп хулинче çăмăл атлетсен командисен Европа чемпионатне ирттермелле, 2016 тата 2018 çулсенче вара – хăвăрт утакансен Тĕнче кубокне.
Спорт юхăмĕн ветеранĕсене, хăйсен çĕкленÿлĕхĕпе, малашлăха шаннипе, кăмăл хăвачĕпе çамрăксене спортпа туслă пулма, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хавхалантараканскерсене, уйрăмах тав тăватăп.
Чăваш Енре пурăнакансене пурне те çирĕп сывлăх, телей, хăйсен вăйне шанма, çĕнтерÿ патне ăнтăлма тата спортра çĕнĕ çитĕнÿсем сунатăп!
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев
Дорогие соотечественники, уважаемые спортсмены, тренеры, ветераны спортивного движения, поклонники физической культуры, спорта, приверженцы здорового образа жизни!
От всей души поздравляю вас с Днем физкультурника!
Физическая культура и спорт занимают значительное место в жизни каждого человека, являются важными составляющими в системе образования и воспитания. Благодаря регулярным занятиям физкультурой укрепляется здоровье, вырабатываются сила воли, выносливость, уверенность в собственных силах.
В нашей республике созданы все условия для массовых занятий физической культурой и спортом. За последние пять лет обеспеченность населения спортивными сооружениями увеличилась с 36 до 46 процентов. Современные физкультурно-оздоровительные комплексы, стадионы, спортивные площадки построены в каждом районе и городе Чувашии. Возводятся новые крупные спортивные объекты, такие как Ледовый дворец (многофункциональный универсальный центр) в Чебоксарах на 7 тысяч посадочных мест, региональные центры олимпийской подготовки по велоспорту-маунтинбайку и биатлону, крытый манеж конноспортивного комплекса.
С этого года в республике ежемесячно проводится День здоровья и спорта, когда желающие могут бесплатно посещать республиканские спортивные сооружения. Последовательная и целенаправленная государственная политика позволила добиться хороших результатов. На сегодняшний день около 36 процентов жителей Чувашии регулярно занимаются физкультурой и спортом, а по итогам 2013 года нашей республике впервые присуждена национальная премия Правительства Российской Федерации как лучшему спортивному региону России.
Все чаще республика становится местом проведения крупных всероссийских и международных соревнований. В июне текущего года Чебоксары принимали у себя I Спартакиаду пенсионеров, на которую съехались самые спортивные представители старшего возраста из 56 регионов России и 4 зарубежных стран. В следующем году столице республики предстоит провести командный чемпионат Европы по легкой атлетике, а в 2016 и 2018 годах Кубок мира по спортивной ходьбе.
Выражаю особую благодарность ветеранам спортивного движения, которые своим азартом, оптимизмом, силой духа зажигают молодежь, побуждают ее заниматься спортом и вести здоровый образ жизни.
Желаю всем жителям Чувашии крепкого здоровья, счастья, уверенности в своих силах, воли к победе и новых спортивных достижений!
Глава Чувашской Республики М.Игнатьев
Официальный портал органов власти Чувашской Республики