08:00 02 августа 2014 г.
Чукун çулăн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!
Сире професси уявĕ ячĕпе саламлатăп!
Чукун çул отраслĕ пирĕн питех те пысăк çĕр-шывшăн стратеги пĕлтерĕшлĕ.
"Раççей чукун çулĕсем" компани нумай çул ĕнтĕ Чăваш Еншĕн стратеги шайĕнчи шанчăклă ĕçтеш пулса тăрать. 2010 çулхипе танлаштарсан 2013 çулта республикăри предприятисем "РЖД" АУО валли туса кăларакан продукци калăпăшĕ икĕ хут ытла ÿснĕ.
Чăваш Енĕн чукун çул ĕçченĕсем хăйсен професси уявне производствăри лайăх кăтартусемпе кĕтсе илеççĕ. Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 2014 çулхи кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче пассажирсене чукун çул транспорчĕпе хула çумĕнчи маршрутсемпе илсе çÿресси 17% ÿснĕ, инçе çул çÿрекен пуйăссемпе – 5%.
Чукун çул ĕçченĕн профессийĕ яваплăха туйма, дисциплинăллă, çирĕп кăмăллă тата вăйлă характерлă пулма хистет. Чукун çул магистралĕсен шанчăклă тата хăрушлăхсăр ĕçне тивĕçтерекенсене пурне те ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн чунтан тав тăватăп.
Раççей чукун çулĕсен ĕçченĕсене çирĕп сывлăх, пурнăçри плансене пурнăçлама, телей тата ырлăх сунатăп!
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев
Уважаемые работники и ветераны железной дороги!
Поздравляю вас с профессиональным праздником!
Железнодорожная отрасль имеет стратегическое значение для развития нашей огромной страны.
На протяжении многих лет компания «Российские железные дороги» является надежным стратегическим партнером Чувашии. В 2013 году объемы продукции, выпускаемой предприятиями республики для нужд ОАО «РЖД», по сравнению с 2010 годом увеличились более чем в 2 раза.
Железнодорожники Чувашии встречают свой профессиональный праздник хорошими производственными показателями. В республике за январь - июнь 2014 года по сравнению с аналогичным прошлогодним периодом на 17 процентов увеличились объемы перевозок пассажиров железнодорожным транспортом в пригородном сообщении, на 5 процентов - поездами дальнего следования.
Профессия железнодорожника требует огромной ответственности и дисциплины, особой крепости духа и силы характера. От всей души благодарю за образцовое отношение к работе всех, кто обеспечивает надёжную и безопасную работу железнодорожных магистралей.
Желаю работникам российских железных дорог крепкого здоровья, осуществления жизненных планов, счастья и благополучия!
Глава Чувашской Республики М.Игнатьев
Официальный портал органов власти Чувашской Республики