08:00 12 июня 2014 г.
Хисеплӗ ентешӗмӗрсем!
Сире Раҫҫей кунӗ ячӗпе саламлатӑп!
Ҫак уяв этем прависемпе ирӗклӗхӗсем, демократипе уҫҫӑнлӑх, гражданла тӑнӑҫлӑхпа ҫураҫу принципӗсем тӗп вырӑнта пулнине уҫҫӑн пӗлтернӗ пирӗн аслӑ патшалӑхӑмӑрӑн аталанӑвӗнчи ҫӗнӗ тапхӑра сӑнарлать.
Раҫҫей – историпе культурӑн сайра йышши еткерӗллӗ, вӗҫсӗр-хӗрсӗр ҫӗрсемлӗ, ҫут ҫанталӑк пурлӑхӗсемпе калама ҫук пуян, хӑватлӑ та ирӗклӗ ҫӗр-шыв. Тӗнчере унӑн ятне пысӑка хурса хисеплеҫҫӗ, вӑл ют ҫӗр-шывсемпе хӑйӗн хушшинчи хутшӑнусене пӗр-пӗрне хисеплени тата пӗр танлӑх принципӗсем ҫинче йӗркелет, терроризмпа ҫине тӑрса кӗрешет. Йывӑр вӑхӑтра Раҫҫей ҫыннисем, тӑванпа тӑвана ҫапӑҫма хистекен вӑрҫа тапратса яма хӑтланнӑ экстремистсенчен хӳтӗлесе, Крымра пурӑнакан халӑхсене витӗмлӗ пулӑшу кӳчӗҫ.
Чӑваш Ен – Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен туслӑ ҫемйин тан правӑллӑ членӗ. Пирӗн республикӑра 127 наци ҫынни тата 8 халӑх ушкӑнӗ туслӑн та килӗштерсе пурӑнать. Кашни халӑхӑн – хӑйӗн историйӗ, хӑйӗн йӑли-йӗрки, вӗсем пӗр-пӗринпе уйрӑлми тачӑ ҫыхӑннӑ. Эпир экономикӑпа ӑслӑлӑх, искусствӑпа спорт тата ытти енӗпе тӑвакан хамӑрӑн пӗрлехи ӑнӑҫу-ҫитӗнӳсемпе тивӗҫлипе мухтанатпӑр, ҫитменлӗхсене те пӗрлех тӳрлететпӗр, ҫемье тата пӗтӗм этемлӗх хаклӑхӗсене тӗпе хурса тӑрӑшсах граждан обществи тӑватпӑр.
Раҫҫей ҫыннисен иксӗлми юратӑвӗ, ӗҫченлӗхӗ тата патриотлӑхӗ пирӗн Тӑван ҫӗр-шывӑмӑра тата та илемлӗрех, вӑйлӑрах тата пуянрах тӑвасса шанса тӑратӑп. Пурне те ҫирӗп сывлӑх, ырлӑхпа тӑнӑҫлӑх, телей тата мӗн пур лайӑххине сунатӑп!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ М.Игнатьев
Уважаемые соотечественники!
Поздравляю вас с Днем России!
Этот праздник символизирует новый этап в развитии нашего великого государства, провозгласившего приоритет прав и свобод человека, принципов демократии и гласности, гражданского мира и согласия.
Россия – могущественная свободная страна с уникальным историческим и культурным наследием, обширной территорией, богатейшими природными ресурсами. Она обладает непререкаемым авторитетом на международной арене, строит отношения с зарубежными странами на принципах взаимного уважения и равноправия, ведет непримиримую борьбу с терроризмом. В трудную минуту россияне протянули руку помощи народам Крыма, защитив их от экстремистов, стремившихся развязать братоубийственную войну.
Чувашия является равноправным членом дружной семьи субъектов Российской Федерации. В нашей республике в мире и согласии живут представители 127 национальностей и 8 этнических групп. У каждого народа – своя история, свои традиции, которые неразрывно переплелись между собой. Мы гордимся нашими общими успехами и достижениями в экономике, науке, искусстве, спорте и других областях, вместе исправляем недостатки, кропотливо строим гражданское общество на основе семейных и общечеловеческих ценностей.
Уверен, что любовь, трудолюбие и патриотизм россиян сделают нашу любимую Отчизну еще краше, сильнее и богаче. Желаю всем крепкого здоровья, благополучия, мира, счастья и добра!
Глава Чувашской Республики М.Игнатьев
Официальный портал органов власти Чувашской Республики