07:57 09 мая 2014 г.
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин хаклă ветеранĕсем тата тыл ĕçченĕсем, хисеплĕ ентешĕмĕрсем!
Сире аслă уяв - Çĕнтерӳ кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп!
Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче пире тăнăçлăх тата ирĕклĕх парнеленĕ паттăрсене çулсерен чыслатпăр, çапăçу хирĕсенче пуç хунисене асăнатпăр. Çĕнĕ ăрусем паттăрсен умĕнче ĕмĕр-ĕмĕр парăмра, вĕсем пархатарлă ачисемпе мăнукĕсен чĕринче яланлăхах юлĕç!
Пирĕн ентешсем фашизма тĕп тăвассине пысăк тӳпе хывнă. Чăваш Енĕн 210 пин ывăлĕпе хĕрĕ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин фрончĕсенче тăшманпа харсăррăн тата паттăррăн кĕрешнĕ.
Тылра хĕрарăмсем, ватăсем, ачасем ырми-канми ĕçленĕ. Чăваш Енĕн ĕçчен те ырă кăмăллă халăхĕ мĕн пуррине пĕтĕмпех Аслă Çĕнтерӳ валли панă. Хуласемпе ялсенче эвакуациленĕ предприятисем вырнаçнă, госпитальсем аманнисене йышăннă.
Оккупациленĕ территорисенчен тарма тивнĕ 70 пин ытла çынна пирĕн республика тарават йышăннă, пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтернĕ. Пирĕн ветерансем - хăйне евĕрлĕ паттăр çынсем. Хăрушă тăшмана çĕнтернĕ хыççăн вĕсем мирлĕ вăхăтра тепĕр паттăр ĕç тунă - кĕске тапхăртах çĕр-шыва ишĕлчĕкрен çĕкленĕ.
Шел, вĕсен йышĕ çулсерен чакса пырать. Паян республикăра Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин 2 пине яхăн инваличĕ тата участникĕ, 25 пин тыл ĕçченĕ, çĕнтерӳçĕ-салтаксен тăлăх 6 пин мăшăрĕ юлнă. Патшалăхăн тата обществăн вĕсене пулăшса пымалла.
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннисене тата республикăра пурăнакан мĕн пур çынна çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, телей, тăнăçлăх тата ырлăх сунатăп! Уявпа! Çĕнтерӳ кунĕ ячĕпе!
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев
Дорогие ветераны Великой Отечественной войны и труженики тыла, уважаемые соотечественники!
От всей души поздравляю вас с великим праздником – Днем Победы!
Каждый год 9 мая мы славим героев, подаривших нам мир и свободу, чтим память павших на полях сражений. Новые поколения в вечном долгу перед героями, которые навсегда останутся в сердцах благодарных потомков!
Наши земляки внесли достойную лепту в борьбу с фашизмом. 210 тысяч воинов из Чувашии мужественно и героически сражались с захватчиками на фронтах Великой Отечественной войны.
В тылу не покладая рук работали женщины, старики и подростки. Трудолюбивый и отзывчивый народ Чувашии отдавал все ради Великой Победы. В городах и селах размещались эвакуированные предприятия, госпитали были заполнены ранеными. Более 70 тысяч человек, бежавших из оккупированных территорий, нашли приют и кров в нашей республике,
Наши ветераны – люди уникальные. Победив страшного врага, они в мирное время совершили еще один подвиг, за короткое время восстановили страну из руин.
К сожалению, с каждым годом ветеранов становится все меньше. Сегодня в республике осталось около 2 тысяч инвалидов и участников Великой Отечественной войны, 25 тысяч тружеников тыла, 6 тысяч вдов солдат-победителей. Все они должны быть окружены чутким вниманием и неустанной заботой государства и общества.
Желаю участникам Великой Отечественной войны и всем жителям нашей республики крепкого здоровья, долгих лет жизни, счастья, мира и добра!
Глава Чувашской Республики М. Игнатьев
Официальный портал органов власти Чувашской Республики