07:49 30 апреля 2014 г.
Чăваш Республикин пушар сӳнтерекен службин хисеплĕ ĕçченĕсемпе ветеранĕсем!
Сире професси уявĕпе саламлатăп!
Кашни кунах эсир çума-çумăн тăрса пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтеретĕр, чрезвычайлă лару-тăру инкекне сирсе, хăвăрăн пурнăç çинчен шухăшламасăр хăюлăхпа паттăрлăх кăтартатăр. Кăткăс условисенче сире пысăк пĕлтерĕшлĕ йышăнусем васкавлăн тума тивет. Çавсенчен килет-çке çынсене çăласси.
Чăваш Енре пушар службин ăнăçлă ĕçне йĕркелес, ăна пушар сӳнтермелли кирлĕ хатĕрсемпе тивĕçтерес тĕлĕшпе çине тăраççĕ. Ятарлă техника туянма бюджетран укçа-тенкĕ сахал мар уйăрнипе, пушар сӳнтерекенсем професси енĕпе пысăк ăсталăх кăтартнипе, профилактика ĕçне тивĕçлипе йĕркеленипе иртнĕ çулта республикăри вăрмансенче пĕр пушар та пулман.
Пушар службин ветеранĕсене чун-чĕререн тав тăватăп. Вĕсем хăйсен паха опытне тата пĕлĕвне çамрăк сотрудниксене параççĕ, çамрăк ăрăва Тăван çĕр-шыва юратма, тивĕçе чыслăн пурнăçлама вĕрентеççĕ.
Шансах тăратăп - пушар хуралĕн сотрудникĕсем малашне те хăйсен умĕнчи тĕллевсене чыслăн пурнăçлĕç, çынсене вут-кăварпа çыхăннă инкекрен хӳтĕлĕç, республикăри экономика объекчĕсен хăрушсăрлăхне тивĕçтерĕç, çут çанталăк пуянлăхне упрĕç.
Сирĕн хăрушă та çăмăл мар ĕçĕрте çирĕп сывлăх, ăнăçусем, кăмăл çирĕплĕхĕ, телейпе ырлăх сунатăп!
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев
Уважаемые работники и ветераны пожарной службы
Чувашской Республики!
Поздравляю вас с профессиональным праздником!
Каждый день плечом к плечу вы стоите на страже пожарной безопасности, проявляетемужество и отвагу, идете на риск, ликвидируя последствия чрезвычайных ситуаций. В сложных условиях вам приходится оперативно принимать важные решения, от которых зависит спасение людей.
В Чувашии большое внимание уделяется организации эффективной работы пожарной службы, оснащению ее необходимыми средствами пожаротушения. Благодаря направлению немалых бюджетных средств на закупку специальной техники, профессионализму пожарных и эффективной профилактической работе в прошлом году в республике не было зафиксировано ни одного лесного пожара.
Выражаю глубокую признательность ветеранам пожарной службы, которые передают свой бесценный опыт и знания молодым сотрудникам, воспитывают в подрастающем поколении чувства патриотизма и верности долгу.
Уверен, что сотрудники пожарной охраны и впредь будут с честью и достоинством выполнять все поставленные перед ними задачи, надежно защищая людей от огненной стихии, обеспечивая безопасность объектов экономики и сохранение природного богатства республики.
Желаю вам крепкого здоровья, успехов в вашем нелегком и опасном труде, силы духа и воли, счастья и благополучия!
Глава Чувашской Республики М.Игнатьев
Официальный портал органов власти Чувашской Республики