08:00 21 апреля 2014 г.
Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен хисеплĕ ĕçченĕсем тата муниципалитет службин ветеранĕсем!
Сире вырăнти хăй тытăмлăх кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатăп!
Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем - влаçăн граждансене чи çывăх тытăмĕсем, çавна май хăйсен территорийĕсенче пурăнакансен социаллă лару-тăрăвĕшĕн уйрăмах яваплă. Чăннипех халăх влаçĕ пулнă май вырăнти хăй тытăмлăхăн çыннăн Конституцире çирĕплетнĕ нумай правипе ирĕкне тӳрре кăларас, общество йĕркеленĕвĕн демократи принципĕсене çирĕплетес ĕçри пĕлтерĕшĕ питех те пысăк.
Влаçăн мĕн пур юппи тачă çыхăну тытса ĕçленине кура Чăваш Республикинче патшалăхăн муниципалитет йĕркеленĕвĕсен социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн программисем ăнăçлă пурнăçланаççĕ. Вĕсен инвестици хăвачĕ ӳсет, ял-хула хăтлăланать çулсем тăвасси, вĕсене реконструкцилесси вăй илет, ача сачĕсемпе шкулсем, больницăсемпе фельдшер-акушер пункчĕсем, пурăнмалли çурт-йĕр, спорт объекчĕсем çĕкленеççĕ.
Нумай тунă, çапах тумалли те нумай-ха. Чăваш Енре пурăнакансем яланах ĕçченлĕхпе, тĕллеве тӳрре кăларассишĕн çине тăнипе палăрнă. Пирĕн юратнă республикăн вырăнти хăй тытăмлăхĕ малашне те ăнăçлă аталанасси пирки иккĕленместĕп.
Сире çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хăват, халăхшăн пурнăçлакан çăмăл мар тата яваплă ĕçре çитĕнӳсем, телей тата ырлăх сунатăп.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев
Уважаемые работники органов местного самоуправления и ветераны муниципальной службы!
Примите самые искренние поздравления с Днем местного самоуправления!
Органы местного самоуправления находятся ближе всего к гражданам, поэтому несут основное бремя ответственности за социальное самочувствие жителей своих территорий. Олицетворяя собой истинное народовластие, местное самоуправление играет важнейшую роль в реализации многих конституционных прав и свобод человека, в формировании демократических принципов построения общества.
В Чувашской Республике благодаря эффективному сотрудничеству всех ветвей власти успешно реализуются принятые государственные программы социально-экономического развития муниципальных образований. Повышается их инвестиционный потенциал, благоустраиваются населенные пункты, строятся и реконструируются дороги, возводятся детские сады и школы, больницы и фельдшерско-акушерские пункты, жилье, спортивные объекты.
Многое сделано, и многое предстоит сделать. Жители Чувашии всегда славились трудолюбием и целеустремленностью. Я уверен, местное самоуправление нашей любимой республики будет и дальше успешно развиваться.
Желаю вам крепкого здоровья, неисчерпаемой энергии, успехов в нелегком и ответственном деле служения народу, счастья и благополучия.
Глава Чувашской Республики М. Игнатьев
Официальный портал органов власти Чувашской Республики