Вурман-Сюктерское сельское поселение Чебоксарского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Шупашкар районĕн "Акатуй"

08:19 20 июня 2016 г.

Шупашкар районĕн "Акатуй" уявĕ июнь уйăхĕн 17-мĕшĕнче, Çĕнъял-Покровски ял тăрăхне кĕрекен Пархикассинче иртрĕ. Уявăн тĕп темисем- Раççейри Кино тата ЧР Ĕç çыннин çулталăкĕсем пулчĕç. Уява килнĕ хăнасене, районти 17 ял тăрăхĕ хăйсен палатисенчи куравĕсемпе, ташă-юррипе, кĕрешĕвĕпе паллаштарчĕç.

Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Олег Ерманов хăнасене тараватлăн, тулли сăра куркипе кĕтсе илчĕ. Уяв сĕтелне хатĕрлекенĕ вара Вăрманкассинчи "Вега" кану çурчĕнчи Ия Степанова пулчĕ. Пирĕн тăрăхра, кĕркунне çĕнĕ тухăçа халланă "Кĕр сăри",  Германи çĕршывĕнче "Октобер фест"ятлă уявсем иртеççĕ. Майен хулинче татах "Лукас Маркт" уявĕ иртет. Вăрман-Çĕктерсен сĕтелĕ çинче тĕрлĕ вăхăтра усă курнă фотоаппаратсемпе киноаппаратсен анлă куравĕпе кăсăклантăмăр.

Уяв сцени çинчен куракансене, 30 ытла пултарулăх ушкăнĕ хăйсен юрри-ташшипе савăнтарчĕç. Вĕсен шутĕнчи пирĕн тăрăхран 5 ушкăн: Малти Ункăпуçĕнчи Геннадий Якимов ертсе пыракан "Ункă шевлисем", Шупашкаркассинчи Леонид Захаров ертсе пыракан "Шурăмпуç", Çÿлтикассинчи Владимир Мартьянов ертсе пыракан "Паланпа" Нелли Белаш ертсе пыракан "Калинушка" тата Атăлъялĕнчи "Атăл хумĕсем" пулчĕç.

Комисси членĕсен йышăнăвĕ тăрăх "Национальный эксклюзив" номинацире Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕ 3-мĕш вырăна йышăнчĕ.

Сĕтел çинчи апат-çимĕçпе Вăрман-Çĕктерсем 1-мĕш вырăна çĕнсе илсе парнепе диплома тивĕçрĕç.

Вурман-Сюктерское сельское поселение Чебоксарского района

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика