00:00 14 февраля 2010 г.
Пысăк Чăрăш ял урамĕ ир пуçласа мĕн каç пуличченех хаваслă юрă-ташăпа янăраса тăчĕ. Кунта сивĕ хĕле ăсатса хаваслă çуркуннене кĕтсе илчĕç.
Римма Ильинична Иванова илемлетнĕ капăр лаши пурне те тыткăна илчĕ, хĕрсемпе каччăсем çуна çине ларса ял тăрăх катаччи чупрĕç.
Уявра Пысăк Чăрăш культура çурчĕ çумĕнчи артисчĕсем халăха хăйсен юрри-ташшисемпе савăнтарчĕç. Кунтах «янра хуткупăс», тĕрлĕрен вăйăсен конкурсĕсем иртрĕç. Çĕнтерÿçĕсене парнесем парса чысларĕç, чи лайăх купăсçă ята Нина Иванова тивĕçрĕ.
Уява пуçтарăннисем вĕри чейпе икерчĕ çисе сăйланчĕç.
Юлашкинчен «çăварни карчăккине» çунтарса ярса пурте хаваслă çуркуннене кĕтсе илчĕç.