09:35 02 августа 2016 г.
Нумаях пулмасть Мăнçырма вулавăшĕнче хăнара паллă чăваш çыравçин, журналистăн Аркадий Петрович Казановăн мăшăрĕ Лидия Григорьевна тата хĕрĕ Нелли Аркадьевна пулчĕç. Лидия Григорьевна мăшăрне асăнса пичетленсе ĕлкĕреймен хайлавĕсене пухса «Ырлăх таппи» тата «Шýтлĕ сăмах - тýр сăмах» кĕнекисене кăларма пултарче. «Шýтлĕ сăмах - тýр сăмах» кĕнекере Аркадий Петровичăн пĕчĕк калавĕсем, прозăлла сăввисем. Вĕсенче пурнăçра пулса иртекен тĕрлĕ ĕçсене, пулăмсене сăнарласа панă. «Ырлăх таппи» кĕнекепе паллашнăçем вулакан умне Чăваш енĕн, Вăрмар тăрăхĕн ĕçченĕсем тухса тăраççĕ. Кунти тĕрленчĕксемпе статьясенчи ĕç паттăрĕсене нумайăшĕ пĕлеççĕ, вĕсен сăнарĕсем пирĕншĕн пуриншĕн те тĕслĕх. Çавăн пекех, «Пурнăç шарлакĕнче» кенекипе тата «Тăван Атăл» журналĕсемпе пуянланчĕ вулавӑш ҫӳлӗкӗ.
Лидия Григорьевнăпа Нелли Аркадьевнăна тав тăватпăр, вулакансене кĕнекесемпе паллашма йыхравлатпӑр.
Мусирминский территориальный отдел Урмарского муниципального округа